Эпир пурте – пациент
Чăн та, республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ паян тĕрекленсе вăй илчĕ. Пысăк технологисене пурнăçа кĕртсе тата ăсталăха куллен туптаса пирĕн специалистсем унччен шанчăксăр шутланнă пациентсенчен чылайăшне ура çине тăратма хевте çитереççĕ. Çитĕнÿсене тĕнчери малта пыракан патшалăхсеннипе танлаштарма май килсен те çивĕч ыйтусем çук мар. Тĕпрен илсен вĕсем ытларах чухне çынсен хутшăнăвĕсемпе, сиплев учрежденийĕсенче ĕçе мĕнле йĕркеленипе çыхăннă. Эпир пурте — пациент.