Валентина СМИРНОВА

22 Чÿк, 2016

Федераци çăмăллăхçисене – компенсаци

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакĕсене Раççей Федерацийĕн право акчĕн нормативĕсемпе çирĕплетнĕ виçе тăрăх тĕрĕссипе шутласа панă тата тÿленĕ суммăна тĕпе хурса уйăхри укçа компенсацийĕпе тивĕçтереççĕ. Кун пирки паянхи кăларăмра ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Петрович ДИМИТРИЕВ тĕплĕн ăнлантарса парать.

16 Чÿк, 2016

Тав сăмахĕ — чи пысăк хаклав

Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн «Çулталăкри чи лайăх врач» вунулттăмĕш конкурсĕн çĕнтерÿçисене кăçалхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Красногорск районĕнчи «Архангельское» усадьбăра чысланă самант уншăн нихăçан та манăçмĕ. Çак конкурса РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви 2000 çултанпа йĕркелет. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ медицина организацийĕнче иртет, çĕнтерÿçĕне коллективăн пĕрлехи пухăвĕнче палăртаççĕ, иккĕмĕшĕнче конкурсçăсене федерацин тата РФ субъекчĕсен сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи ĕç тăвакан органĕсен комиссийĕсем суйласа илеççĕ, виççĕмĕшĕнче вара кăтартусене тĕп комисси пĕтĕмлетет.

8 Чÿк, 2016

Ватлăх укçине çамрăклах пухма тытăнмалла

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă тапхăрта çамрăк вăй-хал ĕмĕрĕпех тапса тăрассăн, сывлăхлă пулассăн туйăнать. Çут çанталăк саккунĕсем вара пуриншĕн те пĕрешкел, вĕсенчен иртме çук: çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» пулса килетпĕр, çунат сарса пурнăç илемĕпе киленетпĕр. Сиссе те юлаймастпăр — тăнлава кĕмĕл тĕс çапать, ватлăх алăкран шаккать…

Электронлă сервис пулăшать

1 Чÿк, 2016

Рабочисем ытларах кирлĕ

Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 40 çынна кăларса ярассине 7 организаци пĕлтернĕ. Сăлтавĕ — тытăма çĕнĕлле йĕркелени, продукци туса кăларассине чакарни, штат йышне оптимизацилени, филиалсене хупни тата ытти.

Pages