Федераци çăмăллăхçисене – компенсаци
22 Ноября, 2016 | Хыпар | ЖКХ | Çурт-йĕр

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакĕсене Раççей Федерацийĕн право акчĕн нормативĕсемпе çирĕплетнĕ виçе тăрăх тĕрĕссипе шутласа панă тата тÿленĕ суммăна тĕпе хурса уйăхри укçа компенсацийĕпе тивĕçтереççĕ. Кун пирки паянхи кăларăмра ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Петрович ДИМИТРИЕВ тĕплĕн ăнлантарса парать.

— Сергей Петрович, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕ енĕпе социаллă пулăшу мерисем памалли саккун никĕсĕ çинчен каласа памăр-ши? Уйăхри укçа тÿлевĕн виçине халĕ витĕм кÿрекен сăлтав мĕнпе çыхăннă?

— Федерацин «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси», «Ветерансем çинчен», «Чернобыль АЭСĕнчи катастрофăна пула радиацие лекнĕ граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» саккунсемпе килĕшÿллĕн федераци çăмăллăхçисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн 50 процентлă виçепе тÿлемелли ирĕк панă. Социаллă пулăшу мерин мелĕсене вара федераци субъекчĕсем хăйсем палăртаççĕ. Пирĕн хутлăхра асăннă мелсене Чăваш Республикин 2009 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи «Граждансен уйрăм категорине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтермелли формăсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелесе тăраççĕ. Асăннă документа 2015 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчи саккунпа улшăнусем кĕртнĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн паракан социаллă хÿтлĕх мерисен форми хăй улшăннă. Маларах вĕсене çăмăллăхçăсен кашни категорине укçан çирĕплетнĕ виçипе саплаштарнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен укçа компенсацине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшупа усă курмалли нормативсене тĕпе хурса чăннипе шутласа панă тата тÿленĕ суммăпа килĕшÿллĕн çирĕплетеççĕ.

Саккун 2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1 — утă уйăхĕн 31-мĕшĕсенче куçăм тапхăрне палăртнă: çав вăхăтра компенсацие пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшăвăн хакĕн республикăри стандарчĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ йĕркипе тата виçипе шута илсе панă.

— Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн уйăхри компенсацине çĕнĕлле палăртнă чухне çăмăллăхçă категорине, çемье членĕсен пурăнакан вырăнта регистрациленнĕ хисепне шута илеççĕ-и?

— Енчен те гражданинăн çемьен ытти членĕ тĕлĕшпе те социаллă пулăшу мерин ирĕкĕ пулсан компенсацие вĕсемшĕн те палăртаççĕ.

Тĕслĕхрен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ хваттерте арăмĕпе пĕрле тĕпленнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн вĕсенчен уйăхра 3000 тенкĕ илеççĕ, çав пулăшусен тăкакĕ усă курмалли нормативсемпе пĕр килет. Кун пек чухне инвалида 1500 тенкĕ компенсаци параççĕ /2016 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăл 782 тенке тивĕçнĕ/.

Пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисен çемье членĕсем тĕлĕшпе социаллă пулăшу мерин ирĕкĕ çук. Çавна май компенсаци виçине палăртнă чухне çемьен пур членне те шута илеççĕ. Енчен те инвалид муниципалитет хваттерĕнче пĕччен пурăнать тĕк, ăна шутласа панă суммăн 50 процентне тÿлеттереççĕ. Вăл хваттер тĕлĕшпе харпăрлăх хуçи шутлансан тата пĕччен пурăнсан асăннă пулăшупа усă курмалли норматив тăрăх тăкаксен 50 процентне саплаштараççĕ.

Муниципалитет хваттерĕнче 5-ĕн пурăнакансен уйăхра 5000 тенкĕ тÿлемелле пулсан компенсаци виçине /усă курмалли нормативсенчен иртмесен/ çапла шутлаççĕ: 5000 тенкĕ: 5 çын — 1000 тенкĕ. Компенсаци 1000 тенкĕн 50 проценчĕпе е 500 тенкĕпе танлашать.

Инвалид хваттерте пĕччен пулсан тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу хакĕ уйăхра 2000 тенке ларсан саплаштару укçи 1000 тенкĕпе танлашать.

Нарăс уйăхĕн 1 — утă уйăхĕн 31-мĕшĕсенчи куçăм тапхăрĕнче çăмăллăхçăсен пур категорине те çирĕплетнĕ виçеллĕ компенсаципе тивĕçтернĕ.

Çурла уйăхĕнче федераци çăмăллăхçисене пулăшăвăн чăн тăкакĕсене кура саплаштарăва çĕнĕрен шутласа панă. Регион стандарчĕсем тăрăх палăртнă компенсаци виçинчен сахалрах тивĕçнĕ граждансем стандартпа килĕшÿллĕн илнĕ. Çурла уйăхĕнче те çапла майпах тÿленĕ, авăн уйăхĕнче те çавăн пекех пулĕ.

Асра тытмалла: чÿк уйăхĕнче граждансене компенсацие ытлашши хывнă суммăна кура тепĕр хут шутласа параççĕ. Кун пек чухне çăмăллăхçă саплаштарăвĕ малтанхи уйăхринчен сахалрах та тухма пултарать.

— Тÿлеве йĕркелемешкĕн çăмăллăхçăн социаллă хÿтлĕх органне каймалла-и?

— Гражданин хальччен уйăхри укçа тÿлевне тивĕçнĕ пулсан унăн ниçта та каймалла мар. Компенсацие вăл малтанхи йĕркепех — почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче е кредит учрежденийĕнче — илсе тăрĕ.

Пурăнакан вырăна улăштарнă тата çакăн çинчен халăха социаллă пулăшу паракан органа пĕлтермен пулсан асăннă службăна гражданинăн çĕнĕ çĕрте регистрацие тăнине çирĕплетекен паспортпа пыма тивет. Çапла тумасан вăл компенсацисĕр юлас хăрушлăх пур.

— Гражданин социаллă службăна пĕлтернĕ хыççăн тÿлеве хăш вăхăтран пама тытăнаççĕ?

— Социаллă хÿтлĕх органĕ заявление тата документсене йышăннăранпа 15 кунран кая хăвармасăр компенсаци палăртасси çинчен йышăну кăларать.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн чăн шутлавне палăртни тата хывнă сумма çинчен асăннă службăна кăтартусем çитнĕ уйăх хыççăнхи уйăхăн 1-мĕшĕнчен тÿлевпе тивĕçтереççĕ.

— Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн тăкакĕсене саплаштарассипе çыхăннă ыйтусемпе уйрăм консультаци ăçта илме пулать?

— Ку енĕпе ЧР Ĕçлев министерствин Социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерекен центрĕ /Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ тÿремри 1-мĕш çуртра вырнаçнă/ тата унăн муниципалитетсенчи тытăм подразделенийĕсем — халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайсем — пулăшаççĕ. Хăвăра канăçсăрлантаракан ыйтăва 23-11-71, 23-52-81, 55-35-96, 23-52-51 номерсемпе шăнкăравласа та уçăмлатма пултаратăр.

Валентина СМИРНОВА

хатĕрленĕ

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.