Ватлăх укçине çамрăклах пухма тытăнмалла

8 Чÿк, 2016

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă тапхăрта çамрăк вăй-хал ĕмĕрĕпех тапса тăрассăн, сывлăхлă пулассăн туйăнать. Çут çанталăк саккунĕсем вара пуриншĕн те пĕрешкел, вĕсенчен иртме çук: çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» пулса килетпĕр, çунат сарса пурнăç илемĕпе киленетпĕр. Сиссе те юлаймастпăр — тăнлава кĕмĕл тĕс çапать, ватлăх алăкран шаккать…

Электронлă сервис пулăшать

Тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕнчи пурнăç пахалăхĕ çын вăйпитти тапхăра мĕнле ирттернипе тÿрремĕнех çыхăннă. Аслă ăру çыннисеннипе танлаштарсан паян, XXI ĕмĕрте, йĕркеленмелли пенси правилисем çĕнелсе улшăннă: обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче патшалăх тÿлекен укçа ватлăхри пуриншĕн те пĕрешкел пособи шутланмасть. Çамрăксем ĕçе кÿлĕннĕ малтанхи кунран пуçласах пулас пенси виçине витĕм кÿме пултараççĕ. Çавна май ăна ÿстермелли майсене малтанах ăса хывмалла — кайран ÿкĕнмелле пулмĕ.

Ку енĕпе вĕсене Пенси фончĕ уçнă электронлă сервис пулăшать. Тĕслĕхрен, «Пенси калькуляторне» шалу виçипе, стажпа, миçе ачана пурнăç парнелеме ĕмĕтленнипе, хĕсметре пулнипе тата ыттипе çыхăннă кăтартăва кĕртсе пенси модельне тума май килет. Вăй хума тытăннă çыннăн çуллен миçе балл пухмаллине, стажа миçе çула çитермеллине пĕлмелле: кун пирки сайтăн «Гражданинăн харпăр хăй кабинетĕнче» тĕплĕн ăнлантарса панă…

Шăпах çакăн çинчен пычĕ калаçу юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кÿкеçри 1-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекенсем валли йĕркеленĕ пенси пĕлÿлĕхĕн урокĕнче. Занятие РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева ертсе пычĕ /сăмах май, пирĕн республикăра аслă классенче вĕренекенсен тата студентсен пенси пĕлÿлĕхне ÿстермелли çулленхи проект авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăй илнĕ. Унпа килĕшÿллĕн пенси службин специалисчĕсем шкулсенчи, техникум-колледжри, аслă шкулсенчи уçă уроксенче çамрăксемпе тĕл пулаççĕ/, пулас пенсие йĕркелемелли мелсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Асăннă тытăмăн пай ертÿçи Инна Петрова электронлă сервиссемпе усă курма хăнăхтарчĕ.

Çамрăксен «Гражданинăн харпăр хăй кабинетне» кĕмешкĕн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленсе унта учета тăнине уполномоченнăй организацирен пĕринче — Пенси фондĕнче, Нумай функциллĕ центрта, ĕçлев службинче, «Ростелекомра» — е çыхăну уйрăмĕнче саккаслă çыру илнĕ чухне пĕр хут кăна çирĕплеттермелле. Пĕрлехи порталти парольпе «Гражданинăн харпăр хăй кабинетне» те кĕртеççĕ.

Çĕнĕ формулăпа ватлăхри страховани пенсийĕллĕ пулмашкăн хальхи вăхăтра сахалран та 9 балл пухмалла тата стажа 7 çула çитермелле /çав шута пепкене çулталăк çурăна çитиччен çитĕнтернĕ, сусăр ачана, пĕрремĕш ушкăн инвалидне тата хăй тĕллĕн пурнăçа тытса пырайман ватă çынна пăхнă, призывпа çар хĕсметĕнче пулнă тапхăрсем кĕреççĕ/. Чăн та, стаж тата балл хисепĕ тĕлĕшпе çулсерен çирĕпрех ыйтаççĕ: 2025 çулта тивĕçлĕ канăва тухмашкăн 15 çулпа танлашакан стаж тата пенсин балĕ 30-тан кая мар пулмалла.

Килтен тухмасăрах…

Электронлă сервиспа çамрăксем кăна мар, патшалăх пулăшăвне Пенси фончĕ урлă тивĕçекен кашни çыннах — амăшĕн капиталĕн ирĕкĕ пуррисем, инвалидсем, вăйпитти ÿсĕмрисем, тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсем, пенсионерсем — усă курма пултарать. Пĕрремĕшĕсем ачаллă çемьесене паракан патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе хуçаланассипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатаççĕ, иккĕмĕшĕсем уйăхри укçа тÿлевне палăртмашкăн заявление электронлă майпа çыраççĕ, виççĕмĕшĕсем стажа тата пенси балĕсене йĕркелени, страховани взносĕ пухăнни пирки информаци илеççĕ, тăваттăмĕшĕсем пенси палăртмашкăн Интернет урлă ыйтаççĕ, пиллĕкмĕшĕсем çĕнĕлĕхпе усă курса укçа валеçмелли меле улăштараççĕ...

Унсăр пуçне йышăнăва çырăнма, справкăсемпе документсем илмешкĕн саккас пама, çыру яма май килет.

Кÿкеçри 1-мĕш вăтам шкулти пенси пĕлÿлĕхĕн урокне тивĕçлĕ канăва çывăх вăхăтра тухма хатĕрленекенсем те хутшăнчĕç. Тĕрĕсрех каласан, пенси службин районти тытăмĕн специалисчĕсем вĕсене вырăна тухса йышăнчĕç.

55 çула пуснă гражданинсенчен чылайăшĕ компьютерпа туслă. Паллах, унăн вăрттăнлăхĕсене алла илейменнисем те пур — çакă вĕсене кулленхи ĕçре кирлех те пулман. Халĕ авă пенси палăртмашкăн заявление электронлă майпа çырас теççĕ. Вĕренекенсем вĕсемпе юнашар компьютер умне ларса Пенси фончĕн сайтне кĕмелли, электронлă пулăшу илмелли мелсене хăнăхтарчĕç.

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева палăртнă тăрăх — Чăваш Енре пурăнакансем электронлă пулăшупа пуçаруллă усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, амăшĕн капиталĕн укçинчен паракан пĕр хут тÿлеве илес тĕллевпе çырнă кашни тăваттăмĕш заявлени пенси тытăмĕн сайчĕ урлă пырать. Кăçалхи авăн уйăхĕнче пенси шутласа пама ыйтса тата укçа валеçмелли меле кăтартса çырнисен 60 процентне Интернет илсе çитернĕ. Ытти пулăшу енĕпе те электронлă заявлени ытларах çыраççĕ — çынсем хăйсене канăç паман ыйтусене меллĕ вăхăтра тата Пенси фончĕн клиент службин ĕç графикне пăхса тăмасăр пуçаруллă татса пама тытăннă.

Компьютер умĕнче – аслă ăрурисем

Сăмах май, пенсионерсем валли халĕ компьютер пĕлÿлĕхĕн тÿлевсĕр курсĕсем ĕçлеççĕ. Ку енĕпе малтанхи çулсенче «Раççейри пенсионерсен союзĕн» республикăри пĕрлĕхĕн ертÿçи Валерий Сапожников пуçарулăх кăтартрĕ. Районсенчи тĕслĕх библиотекăсенче, социаллă учрежденисенче, ветерансен общество организацийĕсенче йĕркеленчĕç вĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсенчи волонтерсем пулăшнипе аслă ăру çыннисем Интернет уçлăхне тухма хăнăхрĕç.

Кÿкеç хутлăхĕнче пурăнакан пенсионерсене компьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе пухнă опытпа районти централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕ Галина Тимофеева паллаштарчĕ.

Ĕçлемен пенсионерсене иртнĕ çултанпа компьютер вăрттăнлăхĕсене Чăваш Республикин социаллă программипе килĕшÿллĕн алла илме май туса панă. Асăннă проекта пурнăçа кĕртмешкĕн республика тата Пенси Фончĕн бюджечĕсенчен укçа уйăраççĕ. Хальлĕхе пенсионерсен компьютер пĕлÿлĕхне ÿстерессине йĕркелемелли требованисене Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенчи техникумсемпе колледжсенчи условисем кăна тивĕçтереççĕ. Асăннă курссенче вĕренес тĕллевлĕ ватăсен хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх органĕсене каймалла.

Роза Кондратьева тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенсен пенсипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ, уçă урок ирттерме тата граждансене йышăнма май туса панăшăн вăтам шкул ертÿлĕхне, уйрăмах Владислав Григорьев директора, тав турĕ.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.