Рабочисем ытларах кирлĕ

1 Чÿк, 2016

Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 40 çынна кăларса ярассине 7 организаци пĕлтернĕ. Сăлтавĕ — тытăма çĕнĕлле йĕркелени, продукци туса кăларассине чакарни, штат йышне оптимизацилени, филиалсене хупни тата ытти. Авăн уйăхĕн 1 — раштав уйăхĕн 31-мĕшĕсенче тата 1 организацире 4 çынна хăтарма палăртнă. Районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паянхи кăларăмра центр ертÿçи Любовь Михайловна КУЗЬМИНА паллаштарать.

— Любовь Михайловна, Тăвай тăрăхĕнче пурăнакансем сирĕн служба пулăшăвĕпе кăмăллă-и?

— Çынсемпе ĕçлессине, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерессине çăмăллисен шутне кĕртмен пулăттăм. Çавна май халăх кăмăллипе кăмăлсăррине уçăм­латма кансĕр. Хÿтлĕх кĕтекенсене патшалăх саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пулăшасси вара — служба органĕн тивĕçĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра центра ĕç шыраса 681 /иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 66 сахалрах/ çын пынă. Вĕсенчен 19,2% — хăйсен ирĕкĕпе тухнă, 5,5% — организацие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе, 1,7% — професси вĕренĕвĕ хыççăн вырнаçайманнисем, 0,2% — бизнеса хупнисем, 13,4% — чылай вăхăт ĕçлеменнисем, 11,8% — пуçласа ĕç шыракансем, 6,1% — социаллă хÿтлĕх уйрăмах кирлисем, 51% — вĕренÿрен пушă вăхăтра тата каникулта ĕçлес ĕмĕтлĕ çул çитмен çамрăксем.

2016 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне служба центрĕнче 51 çын учетра тăнă, регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,6% пулнă.

— Ĕçпе тивĕçтерекенсем çулталăк пуçланнăранпа вакансисен районти банкне 747 вырăн пуррине пĕлтернине асăнтăр…

— Ĕçсĕрсене сĕнетпĕр те ĕнтĕ пушă вырăнсене. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне картотекăра — 168 ваканси. Рынокри кăткăслăх коэффициенчĕ 0,3 единицăпа танлашать е вырăн шыракан пĕр çын пуçне 3 ваканси тивет. Вакансисен 89,4 проценчĕ рабочи профессийĕпе çыхăннă, 10,6% — служащисеннипе, учета илнисен 78,2% маларах рабочи пулнă, 21,7% — служащи. Сĕнекен вакансипе тÿлекен вăтам шалу кăçалхи 9 уйăхра — 11178 тенкĕ.

— Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенчи «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программи пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Унпа килĕшÿллĕн асăннă тапхăрта яланлăх тата вăхăтлăх ĕçе 550 çынна выр­наçтарнă, 38 килĕшÿ тăрăх 110-шне общество ĕçне хутшăнтарнă, вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе çул çитмен 335 çамрăка /çав шутра тĕрлĕ комиссире шутра тăракансемпе тăнăçсăр çемьере çитĕнекенсем — 5-шер, сахал тупăшлисем — 113, тулли мар тата йышлă çемьерисем — 26/ йышăннă.

Вакансисен тата вĕренекенсен ĕç вырăнĕсен 6 ярмăрккине пухнă, вĕсене хутшăннă предприятисем 116 заявка çитернĕ, йыхравланă 99 çынран 81-шĕ вырнаçнă.

Харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн 1 гражданина 58800 тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ. Професси вĕренĕвне, хушма специальноç илме ĕçсĕр 18 çынна тата ачана 3 çула çитиччен пăхакан 5 амăшне янă. Вĕсем котельнăй операторĕн, повар-кондитер, стропальщик, уйрăм çын-хуралçă, сутуçă, электромонтер, электросварщик, «1С:Предприяти» операторĕн ăсталăхĕсене илнĕ.

Ĕç рынокĕнчи социаллă адап­таци клубĕсене 20-ĕн хутшăннă, профориентаци пулăшăвне — 537, психологи хÿтлĕхне ĕçсĕр 10 çын тивĕçнĕ, Раççейĕн ытти регионĕнче ĕçлемешкĕн 13 гражданина янă.

Районти 100 çынран ытларах йышлă 3 организацире инвалидсене йышăнмалли федерацин «Раççей Федерацийĕнчи халăх ĕçлевĕ çинчен» саккунĕн 25 статйипе килĕшÿллĕн – 2 процентлă, 35-100 çынлă 9 предприятире 1,5 процентлă квотăна кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăçланă.

— Республикăри ĕç рыно­кĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисем мĕнле пурнăçланаççĕ?

— 2016 çулта ку енĕпе районта предприятие хупнипе е штата чакарнипе ĕçрен кăларса янисене тата професси вĕренĕвĕн учрежденийĕ пĕтернисене шалăвăн пĕр пайне тÿлессипе, çавăн пекех инвалидсене йышăнмашкăн инфратытăм йĕркелессипе, ĕç вырăнне вĕсене юрăхлă майлаштарассипе çыхăннă тăкака ĕçпе тивĕçтерекене тавăрса памалла.

Професси пĕлĕвĕн уч­ре­ж­­­­­­­­де­нийĕ пĕтернисене тата ĕç ­шыракансене выр­наç­тар­маш­кăн паянхи кун тĕлне тунă 12 килĕшÿ тăрăх 30 çын вăхăтлăх ĕçе кÿлĕннĕ. Унсăр пуçне 1 инвалида ĕç вырăнĕ тупса панă.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.