Саккуна пăхăнманнипе инкек тÿсеççĕ

Производствăра сусăрланнин шайне вăй хурас пултарулăха ĕç вырăнĕнче çухатнипе инкек курнă тата тивĕçе пурнăçланă чухне вилмеллех аманнă çынсен хисепне кура палăртаççĕ. Сиен тата хăрушă факторсем пурри, кивĕ те юрăхсăр оборудованипе тата паянхи кун ыйтнине тивĕçтермен техника процесĕсемпе усă курни, хăрушсăрлăха пăхăнманни ĕçлеме пултараслăхăн пĕр пайне е пĕтĕмпех çухатасси патне илсе пыраççĕ.

Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусене тишкерни производствăра сусăрланнипе инкек тÿснисен йышĕ иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен — 25,8%, йывăр аманнисен — 38, çынсем вилесси 31,6 процент чакнине çирĕплетет.

2016 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче производствăра 138 çын аманнă, вĕсенчен 13-шĕ вилнĕ, 18-шĕ йывăр суранланнă. Инкеке йышлăн лекнĕ 2 тĕслĕхе шута илнĕ: 1 çын вилнĕ, 4-ăн суранланнă. Чăн та, йывăрах мар.

Сусăрланакан туса кăларакан производствăра йышлă: 54 çын инкеке лекнĕ /асăннă кăтарту республикăра шута илнĕ пĕтĕм йышăн 39,1 проценчĕпе танлашать/, строительствăра — 18 /13%/, транспортра тата çыхăнура — 16 /11,6%/, ял хуçалăхĕнче, сунарта тата вăрман хуçалăхĕнче — 9 /6,5%/, сывлăх сыхлавĕнче тата социаллă пулăшу тытăмĕнче — 7 /5%/, электроэнерги, газ, шыв производствинче, вĕсене валеçнĕ çĕрте, вĕренÿре — 7 /5%/.

Кăçалхи асăннă тапхăрта производствăра аманнипе 13 çын вилнĕ: ял хуçалăхĕнче, сунарта тата вăрман хуçалăхĕнче – 4, строительствăра тата туса кăларакан производствăра — 3-шер, электроэнерги, газ, шыв производствинче тата вĕсене валеçнĕ çĕрте — 2, суту-илÿре — 1.

Туса кăларакан производствăра — 3, строительствăра тата ял хуçалăхĕнче, сунарта, вăрман хуçалăхĕнче 2 çын эрех ĕçнине пула шар курнă.

Инкек-синкекĕн тĕп сăлтавĕ — ĕç сыхлавĕ ыйтнине пăхăнманни, çурт-йĕрĕн техника шайĕ тивĕçтерменни, хăрушсăрлăх мелĕсене çителĕксĕр вĕрентни, производствăна япăх йĕркелени, çул-йĕр правилисене пăхăнманни.

Иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан професси чирĕсене пĕрремĕш хут палăртнин хисепĕ 37,5 процент сахалланнă, кăçалхи 9 уйăхра вĕсене 15 çыннăнне тупнă. Професси амакĕпе нушаланакансен вăтам ÿсĕмĕ — 55,4, сиенлĕ условисенче вăй хунă стажĕ 28,8 çулпа танлашать.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсемпе хула округĕсене илес тĕк, професси чирĕ Шупашкар /4 çын/, Çĕнĕ Шупашкарпа Канаш /3-шер/ хулисенче, Элĕк тата Комсомольски /2-шер/, Хĕрлĕ Чутай /1/ районĕсенче тупăннă: туса кăларакан промышленноçра — 8, ял хуçалăхĕнче, сунарта тата вăрман хуçалăхĕнче — 4, транспортпа çыхăнура — 2, сывлăх сыхлавĕнче тата социаллă пулăшу тытăмĕнче —1.

Çынсене нушалантаракан амаксем сывлав органĕсемпе /4 тĕслĕх/, хăлхапа /3/, куçăм аппарачĕпе /3/, нервăн перифери тытăмĕпе /2/, туберкулезпа тата вибраципе /1-шер/ тата ыттипе /3/ çыхăннă.

Чире янă сăлтавсемпе условисем çаксем: ытлашши вăй хуни /5 тĕслĕх/, хими витĕмĕ /5/, фиброгенлă аэрозоль витĕмĕ /2/, ытлашши шав /3/, биологи факторĕ /1/, вибраци /1/.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.