Валентина БАГАДЕРОВА.

27 Нарăс, 2018

Кадр ĕçтешлĕхĕ : аслă шкул тата ĕç паракан

Иртнĕ кунсене аса илер-ха: темиçе çул каялла аслă шкултан вĕренсе тухнă специалистсене ĕç вырăнĕ тупма питĕ йывăрччĕ. Никам та вĕсене алăк уçса кĕтсе илмен…

Самана улшăнса пырать. Телее, лайăх енне. Юлашки вăхăтра ĕç паракансемпе вĕренÿ заведенийĕсен хушшинче туслă çыхăнусем çирĕпленсе пыраççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕ /филиалĕ/ ырă тĕслĕх кăтартать: аслă шкул студенчĕсен малашлăхри çул-йĕрне тупма пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç-хĕл пурнăçлать.

6 Нарăс, 2018

Çырăнтару пуçланчĕ

Раççей почти нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен 2018 çулхи иккĕмĕш çур çул валли пичет кăларăмĕсене çырăнтарать.

Çак тапхăрта хаçат-журнала унчченхи хаксемпе çĕршыври мĕн пур почта уйрăмĕнче тата Viber мессенджер пулăшнипе podpiska.pochta.ru сайтра çырăнса илме пулать. Палăртнă вăхăт çитичченхи çырăнтарăва пин ытла кăларăм хутшăнать. Çырăнтару йĕрки тата хаксем 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулхи пекех сыхланса юлĕç.

26 Кăрлач, 2018

Чăвашсем китайла вĕренеççĕ

Китай Халăх Республикинче чăваш çамрăкĕсем китай чĕлхине тата культурине вĕренеççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Артем Андреев, Никита Лебедев, Роман Алексеев, Татьяна Кучерова, Екатерина Кудряшова, Татьяна Димитриева Гуйчжоу университетĕнче пĕлĕвне ÿстереççĕ.

23 Кăрлач, 2018

Шанăç пысăк

Татьяна Акимова Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче иртекен Олимп вăййисене хутшăнма Раççей биатлонисчĕсен шутне кĕнĕ. «Малтанласа палăртнă йышра пилĕк çын: Екатерина ЮрловаПерхт, Дарья Виролайнен, Ирина Услугина, Татьяна Акимова тата Ульяна Кайшева.

Pages