Комментари хушас

2 Нарăс, 2018

«Хыпар» хаçат Джелалабада çитнĕ

Кун пирки темиçе кун каялла аякри Афганистан çĕрĕнчен Алла Смолина шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Чăваш хаçачĕ ун патне Раççейри юлташĕсем урлă çитнĕ.

Алла Смолина Афганистан вăрçинче интернационалла тивĕçе пурнăçланă совет салтакĕсем çинчен çырнă материалсене пухать. «Каçсерен тĕлĕкре тĕлленекен вăрçă нуши-терчĕ хистерĕ çак ĕçе пуçăнма. 2008 çулччен эпĕ публицистикăпа ĕçленĕ. Халĕ тĕрлĕ çĕршыври хаçат-журналта «афганецсем» çинчен пичетленнĕ статьясене пухатăп, виртуаллă архив йĕркелесе пыратăп», — мĕн сăлтавпа Чăваш Ене шăнкăравланине уçăмлатнă май каласа кăтартрĕ вăл. Ăна иртнĕ çул «Хыпар» хаçатăн «Патриот» ярăм пичетленнĕ номерсем кăсăклантарса янă иккен. Ун патне çитнĕ викĕ-виçĕ кăларăмри статьясене вăл хăйĕн сайтне вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Çавăн пекех вăл калаçнă май патриотизм темине тытса пынăшăн, чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ çынсем Афган вăрçинче паттăрлăх кăтартни пирки тĕнчене пĕлтернĕшĕн тав турĕ.

Сăмах май, Алла Смолина хăй те Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă, вăрçа вăл Совет Союзĕнчен пĕрремĕшсен шутĕнче кайнă. Хальхи вăхăтра Джелалабад хулинче ĕçлесе пурăнать.

 

Рубрика: 
Теги: