Валентина БАГАДЕРОВА.

3 Ака, 2018

Çар комиссариачĕсем йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа Шупашкарта уяв иртрĕ

1918 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Совнарком çар ĕçĕсен вулăс, уес, кĕпĕрне, округ комиссариачĕсене туса хурасси çинчен калакан декрета алă пуснă. Çак тытăмсене йĕркелесе яни кĕске вăхăтра хăватлă Хĕрлĕ Çар туса хума май панă.

22 Пуш, 2018

Чăваш Енре наркоманипе чирлекенсен шучĕ чакнă

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттерчĕ.

21 Пуш, 2018

Суйлав мĕнле иртрĕ?

Пуйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей çĕршыв Президентне суйларĕ. Çак кун вырăнти суйлав участокĕсенче регионсенчи Общество палатисен сăнавçисем те ĕçлерĕç. 2018 çулхи çак çĕнĕлĕхе суйлава уçă тата тĕрĕс йĕркелесе ирттерессине тĕпе хурса пурнăçа кĕртнĕ. Чăваш Республикинчи Общество палати малтисен шутĕнче общество сăнавçисен корпусне йĕркелеме кандидатсем пухасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çапла вара пурĕ 2200 çынран заявлени йышăннă, республикăри общество организацийĕсемпе тата пĕрлешĕвĕсемпе ку енĕпе 25 килĕшÿ тунă.

13 Пуш, 2018

Çĕнĕ система ĕç-хĕле ансатлатать

Çурт лартма шухăш тытрăр-и? Е çутă, шыв, ăшă кĕртмелле-и? Ÿлĕмрен уйрăм граждансем те, предприяти-организацисем те çак ĕç-хĕле пурнăçлама ирĕк паракан документсене патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хатĕрлеме пултарĕç. Система кăçал кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлесе кайнă. Çĕнĕлĕх пирки паян Чăваш Республикин строительство министрĕн пĕрремĕш çумĕ Максим Иванов каласа кăтартрĕ.

Pages