Суйлав мĕнле иртрĕ?
Пуйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей çĕршыв Президентне суйларĕ. Çак кун вырăнти суйлав участокĕсенче регионсенчи Общество палатисен сăнавçисем те ĕçлерĕç. 2018 çулхи çак çĕнĕлĕхе суйлава уçă тата тĕрĕс йĕркелесе ирттерессине тĕпе хурса пурнăçа кĕртнĕ. Чăваш Республикинчи Общество палати малтисен шутĕнче общество сăнавçисен корпусне йĕркелеме кандидатсем пухасси çинчен пĕлтернĕччĕ. Çапла вара пурĕ 2200 çынран заявлени йышăннă, республикăри общество организацийĕсемпе тата пĕрлешĕвĕсемпе ку енĕпе 25 килĕшÿ тунă.
РФ Президенчĕн суйлавĕ вăхăтĕнче Чăваш Енри ялсемпе хуласенче йĕркене пăсни, саккуна пăхăнман тĕслĕхсем пулман-и? Ыйтăва суйлав юхăмне тĕрĕслеме хутшăннă общество сăнавçисене хуравлама сĕнтĕмĕр.
Никита БУРАШНИКОВ, Чăваш Республикин Общество палатин сăнавçи:
— 2018 çулхи РФ Президенчĕн суйлавĕ, тĕпрен илсен, лăпкă, йĕркеллĕ иртрĕ. Кун каçиччен 20-30 суйлав участокĕнче пултăм. Пĕринче те йĕркене пăснине асăрхаман. Пурте вăхăтра уçăлнă, пурне те граждан тивĕçĕсене пурнăçлама майсем туса панă. Ыйтусем сиксе тухсан вырăнтах, вăхăта вăраха ямасăр татса панă.
Элеонора ВАСИЛЬЕВА, Раççей Федерацийĕн Общество палатин сăнавçи:
— Нихăш çĕршывра та общественноç представителĕсене суйлав мĕнле пынине сăнама явăçтармаççĕ. Пур çĕрте те ку ĕçе партисен, кандидатсен çыннисем пурнăçлаççĕ. Çавăнпа та Раççейри тĕслĕх — питĕ хăйне евĕрлĕ. Манăн шухăшпа, РФ Президенчĕн суйлавĕ питĕ уçă тата таса иртрĕ. В. Путин çĕнтересси участок суйлав комиссийĕсенчех паллă пулчĕ: уншăн сасăланă бюллетеньсен купи ыттисенчен самай пысăкрахчĕ.
Кашни суйлав вăхăтĕнчех тĕрлĕ калаçу — вăл е ку кандидата мала кăларассишĕн хушма бюллетеньсем хуни, вĕсене пăсни, ытти те — час-часах илтме пулатчĕ. Хальхинче, хам йăлт сăнаса тăнăран, кунашкал сас-хура суя пулнине çирĕплетме пултаратăп. Чăнлăха хирĕç каяймăн: халăх Владимир Путина шанать, вăл малашне те çĕршыва тĕрĕс çулпа илсе пыма пултарассине ĕненет. Суйлав çакна кăтартса пачĕ.
«Паян Раççей çарне йĕркене кĕртрĕмĕр. Çитес вăхăтра шалти политикăна, экономикăна çирĕплетессишĕн тăрăшăпăр, кашни çынна хăтлă пурăнма май паракан çĕршыв строительствине пуçлăпăр», — тенĕччĕ Владимир Путин. Çĕршыв ертÿçин сăмахĕсем тÿрре тухасса, иртнĕ суйлавра уншăн сасăламаннисем те малашнехи пурнăçпа кăмăллă пуласса шанатăп.
Нина СЕМЕДОВА-ПОЛУПАН, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ:
— Манăн шухăшăмпа — хальхи суйлав питĕ уçă иртрĕ. Уйрăмах общество сăнавçисем тухăçлă ĕçленине палăртса хăварас килет. Вĕсене кашни муниципалитет йĕркеленĕвĕ çумне çирĕплетнĕ. Икĕ пин ытла çын — суйлав участокĕсенче суйлав мĕнле иртнине сăнаса-пăхса тăчĕç. Сăнавçăсен йышĕнче çамрăксем нумайăн, вĕсем питĕ харсăр ĕçлерĕç. Çавăн пекех суйлава видеокамерăсем урлă сăнама май пулчĕ. Общество палатинче ситуаци центрĕ ĕçлерĕ.
Олег ШИРОКОВ, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ:
— Суйлав уçă тата йĕркеллĕ иртсе кайрĕ. Çавăнпа унăн кăтартăвĕсем пирки те тĕрĕс мар тесе калама сăлтав çук. РФ Общество палати сăнавçăсен корпусне туса хуни те питĕ вырăнлă. Сăнавçăсен çĕр пинлĕ çарĕ кирек камăн иккĕленĕвне те сирме тивĕç. Ют çĕршывсен сăнавçисем те суйлав вăхăтĕнче саккуна, йĕркене пăснине тупса палăртмарĕç. XXI ĕмĕрте иртекен суйлавра ăслă техникăпа усă курнине те палăртса хăвармаллах. Кашни бюллетене шутлакан машинăна улталаймăн, вăл е ку кандидатшăн хушма бюллетень пăрахаймăн. Лайăх механизм шухăшласа кăларнă, унпа ытти суйлавсенче те усă курмалла.
Николай ПАШТАЕВ, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ:
— Суйлав çÿллĕ шайра иртрĕ, кăтартусем те питĕ лайăх. Общество палати суйлав мĕнле пынине сăнаса тăчĕ. Чылайăшĕ суйлав юхăмне компьютер умĕнче ларса сăнама пултарчĕ. Çĕр-çĕр çын пăхса тăнă чухне йĕркене пăсасси пирки сăмах та пулма пултараймасть. Вак-тĕвек ыйтусем сиксе тухкаларĕç паллах. Анчах вĕсене çавăнтах татса пама май килнĕ. Çак суйлав пирĕн çĕршыва унтан та, кунтан та хĕсĕрленĕ чухне Раççей халăхĕ хăюллă, вăйлă лидер тавра пĕрлешме пултарнине кăтартса пачĕ.
Комментари хушас