Пуçлăха хăш мелпе суйласан аванрах?

1 Çурла, 2014

Пирĕн республикăра федерацин 2014 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккун кăларакан /представитель/ тата патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕсене йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" федераци саккунĕн 26.3 статйине улшăнусем кĕртесси çинчен" 136-ФЗ /-лĕ саккунне тата "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккунне сÿтсе явас ĕç малалла пырать. Эпир экспертсене тата влаç органĕсен представителĕсене хăйсен шухăшне пĕлтерме ыйтрăмăр.

 

Генрих ВАСИЛЬЕВ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Пĕтĕм Раççейри вырăнти хăй тытăмлăх Канашĕ" общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн председателĕ:

- Федерацин 136-мĕш саккунĕ питĕ вăхăтлă та вырăнлă пулнине палăртас килет. 131-мĕш саккуна темиçе хут та улшăну кĕртнĕ: пурнăç пĕр вырăнта тăмасть-çке, шав малалла васкать. 136-мĕш саккуна йышăннă хыççăн пирĕн республикăра комисси туса хунă, унăн йышĕнче эпĕ те пур. Ĕç ушкăнĕпе пĕрле Элĕк, Вăрнар, Етĕрне районĕсене çитсе килтĕмĕр, халăх шухăшне ыйтса пĕлтĕмĕр. Ытларахăшĕ район тата райадминистраци пуçлăхĕ пĕр çын пулмаллине, ăна пĕтĕм халăхăн суйламаллине палăртрĕ. Район депутачĕсене те халăхăнах суйламалла терĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пирки вара тĕрлĕ шухăш пулчĕ. "Ăна та тÿрĕ суйлав ирттерсех уйăрса лартмалла. Вăл ял тăрăхĕпе администрацине те, депутатсен пухăвне те ертсе пытăр", - терĕç пĕрисем. "Ял тăрăхĕн пуçлăхне вырăнти депутатсен йышĕнчен суйламалла", - сĕнчĕç теприсем. Виççĕмĕшĕсем депутатсен йышĕнчен ял тăрăхĕн тата унăн администрацийĕн, депутатсен пухăвĕн ертÿçине палăртас йĕркене ырларĕç. Виçĕ районта - темиçе тĕрлĕ шухăш.

Хуласене темиçе пая пайласа кашнинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕ йĕркелеме кирлех мар. Вĕсене туса хума тата тытса тăма укçа кирлĕ. Паллă ĕнтĕ: хулана районсем çине пайлас тăк пĕрин нухрачĕ ытларах, теприн сахалрах пулĕ. Хула укçи "пĕр кĕсьере" пулсан лайăхрах. Шупашкарта виçĕ район, анчах вĕсен депутатсен пухăвĕсем çук. Çынсем те хуласене темиçе пая пайлама кирлех мар терĕç. Федераци саккунне ЧР Общество палатинче "çавра сĕтел" йĕркелесе сÿтсе яврĕç. Унта хутшăннисем те тĕрлĕ шухăш палăртрĕç.

Александр ЦВЕТКОВ, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ:

- Тĕп суйлав комиссийĕ правăна пăхăнса ĕçлекен орган, çавăнпа республика саккунĕнче пуçлăха суйламалли хăш меле /халăх суйлавĕпе е депутатсен йышĕнчен/ палăртĕç - эпир унăн кăтартăвĕсене шута илĕпĕр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ пирки калас тăк, манăн шухăшăмпа, ăна вырăнти депутатсен хăйсен йышĕнчен уйăрса лартмалла. Ял тăрăхĕнчи хăш-пĕр ыйтăва питĕ хăвăрт татса пама тивет, çавăнпа ку меслет вырăнлăрах пек туйăнать. Районти пуçлăхсем çинчен сăмах пуçарнă май халĕ унта иккĕ çеç мар, виçĕ-тăватă пуçлăх таранах: район тата райадминистраци, çавăн пекех райцентрти ял-хула тăрăхĕн пуçлăхĕсем. Районта пĕр пуçлăх та çителĕклĕ. Хуласенче вара ку енĕпе лару-тăру кăткăсрах, вĕсен татса памалли ыйту нумайрах, эппин, тĕрĕслев те ытларах кирлĕ. Хула мэрĕн хула администрацийĕн пуçлăхне, сити-менеджерăн вара хула пуçлăхне тĕрĕслесе тăмалла. Шупашкарта халĕ вăйра тăракан йĕрке малашне те сыхланса юлсан аван.

Владимир КУЗЬМИН, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Ял тăрăхĕн пуçлăхне вырăнти депутатсем хăйсен йышĕнчен уйăрса лартмалли мел мана ытларах килĕшет. Хăшĕсем ăна тÿрĕ суйлав ирттерсе палăртмалла теççĕ. Эпир шанчăклă та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсене депутатсене суйлатпăр. Вĕсем вара малашне хăйсен йышĕнчи чи лайăх çынна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма шанĕç. Эппин, ку должноçа "тивĕçлĕ марри" лекеймест. Район пуçлăхне халăх суйлани тĕрĕсрех пек туйăнать мана. Вырăнта пурăнакансем хăйĕн ĕçĕсемпе ырă ят çĕнсе илнĕ кандидатшăн сасăлаççĕ. Района тата район администрацине пĕр çын ертсе пырсан аванрах тесе шухăшлатăп.

Екатерина ЧУМАКОВА, Çĕнĕ Шупашкар хулин Çамрăксен парламенчĕн членĕ:

- Мана халĕ вăйра тăракан йĕрке килĕшет. Хулара икĕ пуçлăх кирлех, мĕншĕн тесен ыйту çав тери нумай - пĕр ертÿçĕне вĕсене пурне те татса пама йывăр килĕ. Иккĕн чухне вара пĕр-пĕринпе канашласа ĕçлеме аван. Хула администрацийĕн пуçлăхне конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе уйăрса лартни вырăнлăрах: ку должноçа йышăнас текенсем докуменчĕсене тăратчăр, çак йышран чи тивĕçлине суйласа илме май килтĕр. Вĕсене халăхăн суйламалла мар, мĕншĕн тесен çынсем кандидатсем мĕн шантарнине ĕненеççĕ, хушăран тĕрĕс мар суйлав та тăваççĕ. Çавăнпа конкурс мелĕ лайăхрах пек туйăнать. Манăн шухăшăмпа, Çĕнĕ Шупашкара районсем çине пайлама кирлех мар - вăл темле пысăках мар-çке.

Леонид КОШКИН, Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- "Ял тăрăхĕн пуçлăхне те, район ертÿçине те халăхăн суйламалла", - теççĕ пирĕн тăрăхра пурăнакансем. Ял тăрăхĕн пуçлăхне депутатсен йышĕнчен палăртмашкăн çăмăлрах пулать текен шухăшпа килĕшесех килмест. Мĕншĕн тесен çынсем хăйсем лайăх пĕлекен, ырă пĕр-пĕр ĕçпе палăрнă кандидатшăн сасăлаççĕ. 136-мĕш саккунра 2015 çултан тытăнса ял тăрăхĕсен полномочисене чакарассине палăртнă. Лайăх-и ку е япăх-и - хальлĕхе татса калама йывăртарах, пурнăç хăех кăтартĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

ыйтса пĕлнĕ

Рубрика: 
Теги: