Автоинспекторсенчен – уяв парни
Чăваш Енри автоинспекторсем хĕрарăм- водительсене чечек çыххисемпе савăнтарнă.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче автоинспекторсем çирĕпленнĕ йăлапа республика çулĕсем çинче тĕл пулнă автоледисене чечек парнеленĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх — уяв акцине республикăри пур хулапа районта йĕркеленĕ.
ÇÇХПИ ĕçченĕсем çавăн пекех Шупашкарти троллейбус управленине çитсе килнĕ. Кунта 200 яхăн хĕрарăм водительте ĕçлет. Вĕсенчен пĕри, Надежда, 2011 çултанпа — руль умĕнче. Ку таранччен унăн айăпĕпе çул çинче пĕрре те авари пулман. «11-мĕш маршрут пассажирĕсем ăшă кулăллă çак хĕре питĕ юратаççĕ», — терĕç предприяти пресс-службинче.
Право йĕркин хуралçисем Надеждăна тата ĕçтешĕсене уявпа саламланă, чечек çыххисем парнеленĕ.