Чăваш Енре наркоманипе чирлекенсен шучĕ чакнă

22 Пуш, 2018

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттерчĕ.

Канашлăва хутшăнакансем «Чăваш Республикинче халăхăн тата территорисен хăрушсăрлăхне ÿстересси» патшалăх программин наркотиксен тата психотроплă япаласен саккунсăр çаврăнăшне профилактикăлассипе çыхăннă çум программине 2017 çулта пурнăçланин тухăçлăхне сÿтсе яврĕç. Тĕп докладпа ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тухса калаçрĕ. Вăл наркотиксемпе кĕрешес ĕçре уйрăмах профилактика мероприятийĕсен тухăçлăхĕ пысăккине палăртрĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 2016 çулхипе танлаштарсан наркоманипе чирлекенсен шучĕ 16 процент чакнă. Çав вăхăтрах, министр çирплетнĕ тăрăх, профилактика ĕçне тĕрлĕ ведомство тачă çыхăнса пурнăçласан кăтартусем тата та лайăхланассине кĕтме пулать.

Республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру пирки ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Общество хăрушсăрлăхĕн тата сăнав управленийн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ираида Алексеева каласа кăтартрĕ.

 

Теги: 

Комментари хушас