Халӗ лӑпланса лармалли вӑхӑт мар

29 Утă, 2020

Паян ЧР Правительство ҫуртĕнче ЧР Сывлӑх сыхлавĕн министерствин коллеги ларӑвĕ иртрĕ. Унӑн ĕҫне ЧР Пуҫлӑхĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑнчĕ.

ЧР Сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов иртнĕ ҫулти ĕҫ-хĕлпе паллаштарчĕ,малашлӑх планĕсемпе паллаштарчĕ. Сывлӑх хуралĕнче ҫивĕч ыйту чылай. Калӑпӑр,вилекенсен шучĕ ӳснĕ, коронавирус инфекцийĕ сарӑлнӑ вӑхӑтра шурӑ халатлисем ĕҫрен кайнӑ тĕслĕх чылай. Ҫавӑнпа кадр ыйтӑвĕ ҫивĕч.

Пандеми вӑхӑтĕнче тухтӑрсем малти ретре пулнӑ,чӑтӑмлӑ,тӳсĕмлĕ ĕҫленĕ. Апла пулин те паян лӑпланса лармалли вӑхӑт мар,тумалли нумай, ҫивĕч ыйтусене татса памаллах. Ҫапла палӑртрĕҫ анлӑ ларура. Кун пирки тĕплĕнрех "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас