Çар комиссариачĕсем йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа Шупашкарта уяв иртрĕ

3 Ака, 2018

1918 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Совнарком çар ĕçĕсен вулăс, уес, кĕпĕрне, округ комиссариачĕсене туса хурасси çинчен калакан декрета алă пуснă. Çак тытăмсене йĕркелесе яни кĕске вăхăтра хăватлă Хĕрлĕ Çар туса хума май панă. Кăçал Раççей çар комиссариачĕсене туса хунăранпа 100 çул çитрĕ.

Паян Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче сумлă çак юбилее халалланă уяв иртрĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене ÿстерес, çĕршывăн оборона хăватне вăйлатас, патшалăхăн ытти тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе тăрăшакансене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламларĕç, служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне хастарлăхпа тата тÿрĕ кăмăлпа палăрнисене наградăсемпе чысларĕç.

— Чи йывăр çулсенче патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парассишĕн вăй хунă ветерансене уйрăмах пысăк тав, — терĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене професси кунĕпе саламланă май. — Паян сирĕн вĕренекенсем сирĕн ĕçе малалла тăсаççĕ, палăртнă тĕллевсене вĕсем туллин пурнăçлаççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин уява пухăннисене РФ оборона министрĕн Сергей Шойгун, çĕршыври ытти регионсен çар комиссариачĕсен ертÿçисен саламĕсене вуласа пачĕ. Раççей çар комиссариачĕсен ĕçченĕн кунне халалланă уява юрă-ташă пуянлатрĕ.

 

Теги: 

Комментари хушас