Валентина БАГАДЕРОВА.

15 Раштав, 2017

Чăвашсен пултарулăхĕпе Мускав паллашать

Мускаври «Экспоцентр» курав комплексĕнче раштавăн 13-17-мĕшĕсенче Раççейри халăх промыслисен «Ладья. Хĕллехи юмах — 2017» курав-ярмăркки иртет. Унта çĕршыври 45 регион, çак шутра Чăваш Ен те, хутшăнать.

Курава пырса куракансем Чăваш Республикинчи «Паха тĕрĕ» фирмăн, Чăваш Енри ал ăстисен гильдийĕн, «Экскурсисен тĕнчи» компанин ĕçĕсемпе паллашма пултараççĕ.

14 Раштав, 2017

Тимлĕхе ÿстермелле

Республикăри профилактика органĕсен кăçалхи ĕç-хĕлне ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Профилактика ĕçĕн тĕп тĕллевĕ саккунлăха тата йĕркелĕхе çирĕплетесси, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пулнине, анчах çак тĕллев республикăра туллин пурнăçланманнине палăртрĕ Василий Пословский прокурор. Çакна вăл яваплă органсем хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕ туманнипе çыхăнтарчĕ.

1 Раштав, 2017

Паян «Единая Россия» парти конференцийĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧПУн Ларусен залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн XXVI конференцийĕ уçăлчĕ.

Конференци ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, республикăн социаллă-экономика пурнăçĕпе паллаштарчĕ, тăван тăрăх аталанăвне «Единая Россия» парти членĕсем уйрăмах пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. «Эпир — пĕр команда, эпир пĕрле ĕçлесшĕн, пĕрле пурăнасшăн», — терĕ Михаил Игнатьев.

24 Чÿк, 2017

Янăш шкулĕ — 110 çулта

Пĕлÿ çурчĕн сумлă юбилейне паллă тума паян Янăш ялне çак шкулта ĕçленĕ, вĕреннĕ, унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çын чылай пуçтарăнчĕ. Çак йышра — Янăш шкулĕнче пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, унăн мăшăрĕ, çак шкулта нумай çул ĕçленĕ Лариса Игнатьева, Чăваш Енри аслă вĕрентÿ заведенийĕсен ертÿçисем, министрсем, патшалăх влаç органĕсен представителĕсем тата ыттисем.

21 Чÿк, 2017

50 çул – халăхпа пĕрле

Куславкка тăрăхĕнчи «Эткер» халăх фольклор ушкăнĕ çур ĕмĕр халăха юрă-ташăпа савăнтарать.

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнине Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче паллă тунă. Куславкка артисчĕсене фольклор тĕпчевçисем, калем ăстисем, общество деятелĕсем, çыравçăсем, ăсчахсем саламланă.

Pages