Тимлĕхе ÿстермелле

14 Раштав, 2017

Республикăри профилактика органĕсен кăçалхи ĕç-хĕлне ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Координаци канашлăвĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухрĕç.

Профилактика ĕçĕн тĕп тĕллевĕ саккунлăха тата йĕркелĕхе çирĕплетесси, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пулнине, анчах çак тĕллев республикăра туллин пурнăçланманнине палăртрĕ Василий Пословский прокурор. Çакна вăл яваплă органсем хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕ туманнипе çыхăнтарчĕ.

Чăваш Енре кăçалхи 11 уйăхра пĕтĕмĕшле преступленисен шучĕ 6,8 процент чакнă. Çав вăхăтрах уйрăмах йывăр преступленисем тăвасси ÿснĕ. Хальи вăхăтра республикăри юсанмалли учржденисенче 7 пин ытла çын ларать. Кĕçех вĕсем те ирĕке тухĕç, тăван килĕсене таврăнĕç. Прокурор районсемпе хуласенчи профилактика органĕсене çакна шута илмеллине, саккуна пĕрре пăснă çынсемпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев Пуçлăх ларăва пĕтĕмлетнĕ май муниципалитетсенче профилактика ĕç-хĕлне вăйлатмалли, право йĕркелĕхне сиенлĕ витĕм кÿме пултаракансемпе ытларах ĕçлемелли çинчен каларĕ.

 

Комментари хушас