Комментари хушас

Мускаври «Экспоцентр» курав комплексĕнче раштавăн 13-17-мĕшĕсенче Раççейри халăх промыслисен «Ладья. Хĕллехи юмах — 2017» курав-ярмăркки иртет. Унта çĕршыври 45 регион, çак шутра Чăваш Ен те, хутшăнать.

Курава пырса куракансем Чăваш Республикинчи «Паха тĕрĕ» фирмăн, Чăваш Енри ал ăстисен гильдийĕн, «Экскурсисен тĕнчи» компанин ĕçĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Ярмăрккăна пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа илем кÿреççĕ. Сцена çине Комсомольски районĕнчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ те тухнă. Чăваш Ен артисчĕсем Мускав хăнисене чăваш халăхĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă, «Паха тĕрĕ» фирма çĕленĕ, тĕрлесе илемлетнĕ тумсене кăтартнă.

Фестивальте çавăн пекех, йĕркелÿçĕсем палăртнă тăрăх, регионсен хушшинче тĕрлĕ конкурс, «çавра сĕтелсем», конференцисемпе семинарсем иртеççĕ, çĕршыври паллă ăл ĕç маçтăрĕсем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.

 

Валентина БАГАДЕРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.