Чĕлхе

15 Çĕртме, 2018

Тăван чĕлхе - шкулта. Ирĕккĕн е хистесе вĕрентмелле?

Чăваш наци библиотекинче çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче "Раççей халăхĕсен хăй евĕрлĕхне тата халăхсен хушшинчи хутшăнусене аталантарас ĕçри тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ" ятпа иртнĕ "çавра сĕтел" тарăн шухăша ячĕ.

26 Кăрлач, 2018

Чăвашсем китайла вĕренеççĕ

Китай Халăх Республикинче чăваш çамрăкĕсем китай чĕлхине тата культурине вĕренеççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем Артем Андреев, Никита Лебедев, Роман Алексеев, Татьяна Кучерова, Екатерина Кудряшова, Татьяна Димитриева Гуйчжоу университетĕнче пĕлĕвне ÿстереççĕ.

10 Авăн, 2015

”Нимĕçсем çемье çавăрма васкамаççĕ”

Агата Молчанова çуралнă чухне Аслă Британи çыравçи Агата Кристи кун çути курнăранпа 100 çул çитнĕ. Амăшĕ ăна халалласа хĕрне çапла ят панă. Агата Молчанова Курскра кун çути курнă, каярахпа амăшĕпе тăван тăрăхне, Çĕрпÿ районĕнчи Кăнара, куçса килнĕ. Кунта вăл шкула çÿренĕ. Вырăсла калаçса ÿснĕскер чăвашла пупленине кăмăлтан итленĕ. Тăван чĕлхепе калаçнă чухне илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе усă куракансене уйрăмах тимленĕ вăл. Çапах хăй вĕсем пек илемлĕ пуплеме хăнăхайман. Агата халĕ Германире пурăнать. Унпа скайп урлă çыхăнма май килчĕ.

18 Нарăс, 2014

Тимĕрçĕсен пуртти катăк*...

2014 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш наци вулавăшĕнче ЧНК Ваттисен тĕп канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта ăсчахсем, чĕлхе тĕпчевçисем, çыравçăсем, хаçат-журналçăсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ялсенчи ваттисен канашĕн пайташĕсемпе мухтарсем хутшăнчĕç. Калаçу чăваш орфографине тÿрлетÿсем кĕртесси пирки пулчĕ. Лару ЧР Патшалăх Канашне çырупа тухрĕ.