Комментари хушас

10 Авăн, 2015

”Нимĕçсем çемье çавăрма васкамаççĕ”

Агата Молчанова çуралнă чухне Аслă Британи çыравçи Агата Кристи кун çути курнăранпа 100 çул çитнĕ. Амăшĕ ăна халалласа хĕрне çапла ят панă. Агата Молчанова Курскра кун çути курнă, каярахпа амăшĕпе тăван тăрăхне, Çĕрпÿ районĕнчи Кăнара, куçса килнĕ. Кунта вăл шкула çÿренĕ. Вырăсла калаçса ÿснĕскер чăвашла пупленине кăмăлтан итленĕ. Тăван чĕлхепе калаçнă чухне илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсемпе усă куракансене уйрăмах тимленĕ вăл. Çапах хăй вĕсем пек илемлĕ пуплеме хăнăхайман. Агата халĕ Германире пурăнать. Унпа скайп урлă çыхăнма май килчĕ. 25 çулти хĕр Баварири Нюрнберг хулине куçса кайнăранпа 5 çул çитнĕ. Кашни кун нимĕçле пуплет вăл, амăшĕпе çеç скайп урлă вырăсла хутшăнать. Çавăнпа Агата вырăсла нимĕç акценчĕпе калаçнăн туйăнчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.