В.Станьял сĕнĕвĕпе килĕшме çук

20 Нарăс, 2014

/«Тимĕрçĕсен пуртти катăк...» статьяпа паллашнă май/

Сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси, чăнах та, тавлашуллă ыйту. Юлашки çулсенче /1995, 2007/ чăваш орфографийĕпе ĕçлекенсем нумай ĕç турĕç. Ăслăлăх енчен сăмахсене /хутлă, мăшăр сăмахсем, сăмах майлашăвĕ/ мĕнле çырмаллине ĕнентерÿллĕн уçса пачĕç. Чĕлхеçĕсем çак ĕçе хăйсем тĕллĕн кăна мар, ку е урăх ыйтăва чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе сÿтсе явса татса пачĕç. Сăмах пĕлтерĕшĕсене, пулăмĕсене уçса, тупса, шĕкĕлчесе чăваш чĕлхи ыйтăвĕ йĕри-тавра калаçрĕç, тавлашуллă кашни сăмаха мĕнле çырмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕç. «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ» /2002/ ÿсекен ăру валли паха кĕнеке пулса тăчĕ. Вĕренекенсем сăмахсене пĕрле, уйрăм, дефиспа çырма хăвăрт вĕренеççĕ. Вĕрентекенсем те çĕнетнĕ орфографипе кăмăллă. Кашни ача е вĕрентекен словарьти пур сăмаха мĕнле çырмаллине пĕлмесен те пултарать /çавăнпа усă курма словарь тăваççĕ те, тытмалла та пăхмалла, мĕнле çырмаллине ас туса юлмалла/. Кашни çын ку е урăх сăмаха хăй пĕлнĕ пек çырса орфографи йĕркине пăрахăçлас пулсан мĕн патне пырса тухăпăр?! Кашни пилĕк çулта çĕнетнĕ орфографи словарĕ кăларса ачасен пуçне минретмелле мар тесе шухăшлатпăр эпир, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем.

Хальхи орфографи чăваш чĕлхин тытăмĕпе тÿррĕн килĕшсе тăрать, çавăнпа вĕрентме те, вĕренме те меллĕ.

Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем:

Вериялова Марина Михайловна, Тутарстан Республикин Пăва районĕн Пÿркел вăтам шкулĕ
Семенова Людмила Васильевна, Чăваш Республикин Муркаш районĕн Ильинка вăтам шкулĕ
Малова Галина Ивановна, Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Чăваш Тăрăм шкулĕ
Егорова Ольга Анатольевна, Чăваш Республикин Тăвай районĕ
Гаврилова Светлана Петровна, Чăваш Республикин Шупашкар районĕ
Шишкина Алевтина Евгеньевна, Чăваш Республикин Шупашкар районĕ
Григорьева Галина Андреевна, Чăваш Республикин Вăрнар районĕ
Павлова Елена Александровна, Чăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ
Трофимова Рина Рудольфовна, Чăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ
Блинова Надежда Николаевна, Чăваш Республикин Муркаш районĕн Атапай тĕп шкулĕ
Михайлова Елена Владимировна, Тутарстан Республикин Пăва районĕн Адав-Тулумбай вăтам шкулĕ
Тарасова Любовь Николаевна, Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Шурут вăтам шкулĕ
Сайкина Надежда Михайловна, Тутарстан Республикин Пăва районĕн Рункă вăтам шкулĕ
Семенова Регина Алексеевна, Чăваш Республикин Çĕрпÿ районĕ
Милаева Лариса Витальевна, Чăваш Республикин Куславкка районĕнчи Кунер шкулĕ
Петрова Антонина Геннадьевна, Чăваш Республикин Шăмăршă районĕ
Смирнова Нина Алексеевна, Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр шкулĕ
Леонтьева Ирина Анатольевна, Чăваш Республикин Елчĕк районĕ
Бархонова Зоя Витальевна, Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.