В.Станьял сĕнĕвĕпе килĕшме çук
/«Тимĕрçĕсен пуртти катăк...» статьяпа паллашнă май/
Сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси, чăнах та, тавлашуллă ыйту. Юлашки çулсенче /1995, 2007/ чăваш орфографийĕпе ĕçлекенсем нумай ĕç турĕç. Ăслăлăх енчен сăмахсене /хутлă, мăшăр сăмахсем, сăмах майлашăвĕ/ мĕнле çырмаллине ĕнентерÿллĕн уçса пачĕç. Чĕлхеçĕсем çак ĕçе хăйсем тĕллĕн кăна мар, ку е урăх ыйтăва чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе сÿтсе явса татса пачĕç. Сăмах пĕлтерĕшĕсене, пулăмĕсене уçса, тупса, шĕкĕлчесе чăваш чĕлхи ыйтăвĕ йĕри-тавра калаçрĕç, тавлашуллă кашни сăмаха мĕнле çырмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕç. «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ» /2002/ ÿсекен ăру валли паха кĕнеке пулса тăчĕ. Вĕренекенсем сăмахсене пĕрле, уйрăм, дефиспа çырма хăвăрт вĕренеççĕ. Вĕрентекенсем те çĕнетнĕ орфографипе кăмăллă. Кашни ача е вĕрентекен словарьти пур сăмаха мĕнле çырмаллине пĕлмесен те пултарать /çавăнпа усă курма словарь тăваççĕ те, тытмалла та пăхмалла, мĕнле çырмаллине ас туса юлмалла/. Кашни çын ку е урăх сăмаха хăй пĕлнĕ пек çырса орфографи йĕркине пăрахăçлас пулсан мĕн патне пырса тухăпăр?! Кашни пилĕк çулта çĕнетнĕ орфографи словарĕ кăларса ачасен пуçне минретмелле мар тесе шухăшлатпăр эпир, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем.
Хальхи орфографи чăваш чĕлхин тытăмĕпе тÿррĕн килĕшсе тăрать, çавăнпа вĕрентме те, вĕренме те меллĕ.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсем:
Комментировать