Комментари хушас

18 Нарăс, 2014

Тимĕрçĕсен пуртти катăк*...

2014 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш наци вулавăшĕнче ЧНК Ваттисен тĕп канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта ăсчахсем, чĕлхе тĕпчевçисем, çыравçăсем, хаçат-журналçăсем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ялсенчи ваттисен канашĕн пайташĕсемпе мухтарсем хутшăнчĕç. Калаçу чăваш орфографине тÿрлетÿсем кĕртесси пирки пулчĕ. Лару ЧР Патшалăх Канашне çырупа тухрĕ.

Сăмахсене тĕрĕс çырасси нумай çынна пайтах шухăшлаттарнă. Чăваш шкулĕсен малтанхи инспекторĕсем Николай Золотницкипе Иван Яковлевах пĕрремĕш кĕнекесене кăларнă чухне орфографи пирки пуçа ватнă. Николай Ашмарин, Николай Никольский, Василий Егоров профессорсем, Тимухха Хĕветĕрĕпе Матви Тимахвийĕ чĕлхеçсем, Гурий Вантерпе Моисей Федоров меслетçĕсем чăваш чĕлхепĕлĕвĕнче чылай çĕнĕ утăмсем тунă. Шел, васкаса вырăсланма тытăнсан вĕсен ĕçĕсене вараларăмăр, пăтăрмаха кĕрсе лартăмăр.

1961 çулта йышăннă чăваш орфографи çĕнĕ йĕркисене чăваш факультетĕнче вĕреннĕ чухне Семен Горскипе, Иван Павлов вĕрентÿçĕсемпе тавлăн шĕкĕлчени халь те куç умĕнче. Тăван чĕлхе чăваш ачисене кирек хăçан та хĕтĕртсе тăрать-çке-ха! Орфографие ылмаштарни чĕлхене хытă такăнтарчĕ. Çакă наци шкулĕсене хупма тытăнас умĕн пулса иртрĕ.

1967 çулта чăваш орфографине татах улăштарчĕç, хутлă сăмахсене пĕлтерĕшне кура пĕрле çырмалла турĕç. 1987 çулхи майăн 21-мĕшĕнче «Коммунизм ялавĕ» хаçат çĕнетнĕ правилăсене сÿтсе явма пичетлесе кăларчĕ. Апла пулсан та 1969 çулта тухнă тĕрĕсçырав сăмахсарĕнче йĕркене кĕртсе çитерейменни татах юлчĕ, мĕншĕн тесен чĕлхене тĕпчекенсем хăйсем «ĕнепе вăкăра уйăраймасăр» пăтранчĕç: Яраккассисем кушак хÿри /тимофеевка/ сăмаха тата ят пулакан сăмахсене пĕрле çырма сĕннĕ. Иван Павловпа Юрий Виноградов ăна хаçат урлă çапла хуравларĕç: «Ку шухăша тĕпе хурас пулсан янах шăмми, сăмса шăтăкĕ, куç харши, çÿç пĕрчи сăмах майлашăвĕсене пĕрле çырмалла пулса тухать... Пĕр ăнлава пĕр сăмах çеç мар, икĕ е виçĕ сăмахран тăракан сăмах майлашăвĕ те кăтартма пултарать: кĕтÿç хутаççи, салтак тÿми, мулкач хăлхи, кăвакарчăн куçĕ, шыв таки, сарă кушак ури т. ыт. те. Вĕсене нихçан та пĕрле çырман» /«Орфографие çамрăк ăрушăн лайăхлатмалла» статьяран/. Тĕрĕссипе, пĕрле çырмалла. Мĕншĕн тесен янах шăмми вăл янахăн шăммиех, тимофеевка вара кушакăн хÿри мар! Кĕтÿçхутаççи те кĕтÿç ачин хутаçĕ, сар кушакури те кушакăн сарă ури мар. Чăвашла вĕренекен ачана сăмахсар тăрăх «Кĕтÿç ачи хутаççине кĕтÿç хутаççи, салтак тÿми тата мулкач хăлхипе кăвакарчăн куçĕсем пуçтарчĕ» пуплеве куçарттарăр-ха. Эпĕ куçарттарса куртăм, çавăнпа виç сăмаха та пĕрле çырсан тĕрĕс пулать тесе шутлатăп. Тем тесен те, тĕп вырăнта пĕлтерĕшĕ тăрать, хапи-кÿлепи мар.

Ачасемшĕн тăрăшатпăр тесе «каюра», «пиçиххи», «çурутрав», «çипуç», «шăмшак» «тавăç», «çĕрпÿрт» йышши сăмахсене пайласа ларни /Чăвашла-вырăсла академилле словарьсенче вĕсене пĕрле панă/ вĕрентÿ ĕçне пулăшаймарĕ. Малашне Ю.М.Виноградовпа Г.М.Виноградова 2002 çулта кăларнă орфографи словарĕ сĕннине итлесе /вăл кăçал çĕнĕрен пичетленмелле/ ачасемпе «пиçиххи» - пÿ çыххи, «вучах» - вут чахĕ, «пучах» - пул чахĕ, «тăвар» - ту варри, «хурхух» - хур хуххи, «хыркук» /удод/ - хыр кукĕ, тÿпеттей - тÿпе тетте, «шĕлепке» - шĕл лепке, «кĕçĕр» - ку çĕр тесе çыртармалла-ши? Апла енне кайсан пин-пин сăмаха пулăвĕ тăрăх каялла уйăрса тăкма пулать. «Ку çĕр Чул хуларан çитнĕ мăн кук аçи тĕп сак ай сăрипе пуç çаптăр, ăна мар пĕр тÿпе теттепе шĕл лĕпкене тата ик çĕр тăхăр вун - виç çĕр тенкĕлĕх хурт куççи ака туй валли парса ярăр» /Кĕçĕр Чулхуларан çитнĕ мăн кукаçи тĕпсакай сăрипе пуççаптăр, ăна ман пĕр тÿпеттейпе шĕлепкене тата икçĕр тăхăрвун - виççĕр тенкĕлĕх хурткуççи акатуй валли парса ярăр/. Вакласа çырнине вуласси маншăн чĕрĕ нуша. Çакă вырăс шкулĕнчи чăвашла вĕренекен ачасемшĕн çăмăл теççĕ. Çук пуль. Шкул çĕнĕ стандартлă кĕнекесем çине куçса пырать. Шкул сăмахсарĕсене те тÿрлетсе кăларма сĕнетпĕр.

Орфографи комиссийĕсене малтан та, кайран та чĕлхене чухламансене кĕртсе пычĕç. Ăна республика ертÿлĕхĕ ятарласа çапла туни каламасăрах паллă. Çÿп-çап тавра тусан вĕçтерекен пулсан тилхепене турткалама меллĕ-çке! Ас тăвăр: халĕччен чăваш орфографийĕн ыйтăвĕсене обществăри хирĕçÿллĕ лару-тăру пăсне кăларса ямалла чухне хускатса тăчĕç - хыçран хăвалакан йытта шăмă пăрахса улталанă пек. Уççăнах каламалла – лару-тăрăва ертÿçĕ пуканĕсем çинчи чĕлхеçĕсемпе пĕр-ик тÿре хăйсем пĕлменни чухлĕ пăтратса пычĕç, фарисейла хăтланчĕç, çак пĕч-пĕчĕк ыйтупа та пулин влаçпа халăха урлă тăратрĕç.

ХХ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче орфографи комиссине хăрушсăрлăх комитечĕн ĕçлевçи пулнă И.А.Андреев профессор ертсе пычĕ. Унăн ушкăнĕ хатĕрленĕ чăваш чĕлхин орфографине Аслă Совет Президиумĕ 1992 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче сÿтсе явмасăрах йышăнчĕ. Халăх вăл орфографие сивлерĕ. Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш съезчĕ тăван чĕлхе пирки темиçе йышăнура хытарса каларĕ. Ăнăçсăр орфографи йĕркине ЧР Аслă Совечĕ çулталăкченех пăрахăçларĕ. Çавăнтанпа орфографи пирки чарăнми калаçу пырать.

Тавлашу сăлтавĕ - сăмахсене пĕрле, уйрăм е патакпа /дефиспа/ çырасси. «Чăваш чĕлхинче хутлă сăмахсем аталанма ĕлкĕреймен, çавăнпа кашни сăмаха, пĕлтерĕшне пăхмасăрах, уйрăм çырмалла» терĕ комисси. Ку шухăш тĕрĕс мар. Çавна сивлесе унтанпа хаçат-журналта теçеткипе статья пичетленчĕ. Акă вĕсенчен пĕри, республика президенчĕ Николай Федоров патне янă «Орфографи – пукане мар: унпа выляма юрамасть» Уçă çыру. Ăна 19 çын алă пуснă. Вăл шутра - Мефодий Чернов, Николай Петров, Сергей Юшков, Михаил Волков, Анатолий Горшков чĕлхеçĕсем, Федор Мадуров ÿнерçĕ, Анатолий Емельянов, Александр Артемьев, Василий Давыдов-Анатри, Лаврентий Таллеров, Николай Терентьев, Порфирий Афанасьев, Юрий Айдаш, Хветĕр Агивер тата ытти çыравçăсем. Çырура çапла каланă: «Пирĕн чĕлхере хутлă сăмахсем яланах пулса пынă. Çак туртăм халĕ те палăрать. Хутлă сăмахсем е пĕр-пĕр сасă е сыпăк тухса ÿкнипе, е икĕ сăмахран пĕри ударение хăй çине туртса илнипе пулса пыраççĕ. Тĕслĕхрен: çĕршыв, хĕвелçаврăнăш, хĕрача, вунпĕр, юнкун, çăлкуç, çĕрулми, чĕрчун, саркайăк, астив, юланут... Вĕсене уйрăм çырни чылай чухне пуплеве е кулăшла, е пачах ăнланмалла мар тăвать, е иккĕлле ăнланма хистет... Çĕнĕ орфографи авторĕсене арçури, амаçури, аçаçури сăмахсен орфоэпийĕ те килĕшмест иккен. Вĕсем пире хистесех арçурри, амаçурри, аçаçурри тесе калаттарасшăн, çаплах çыртарасшăн. Кунтан кулăшларах, пуçа шăнăçайми япала шухăшласа кăларма пулать-ши»?

Хутлă сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене, терминсемпе фразеологие уççăн уйăрмасăр, тĕрĕк чĕлхисенче уйрăм çырасси тĕпре тесе /ку вара пачах тĕрĕс мар!/, пайĕсем тĕксĕмленсе пĕрлешнĕ сăмахсене /упасарри, йытпулли, амаçури/ каялла пайласа, «отсебятинăсем» сĕнсе. Чăн та, Иван Андреев профессор /тăпри çăмăл пултăр/ пысăк йăнăш тунă. «Этемĕн çура пулмасть» тесе, вăл арçын çурри тесе калаттарасшăн пулчĕ. Чăннипе вара арçури – тĕрĕк сăмахĕсенчен пулнăскер, вăл «çын чунĕ» тенине пĕлтерет. Ашмарина пăхăр: «Вилнĕ чох мĕлле кăшкăрса вилнĕ, çавнашкал вăрманта кăшкăрса çÿренĕ вĕсен чунĕсем. Çавсене вара арçурисем тенĕ». Якутсен сăмахсарне пăхăр, унта «сюри» - чун.

Шкул ачисем валли 1995 çулта Л.П.Сергеевпа Ю.М.Виноградовăн «Чăвашла тĕрĕс çырасси», 2007 çулта Ю.М.Виноградовăн «Чăваш орфографине шкулта вĕрентесси» тата каярахпа ытти кĕнекесем пичетленчĕç, И.П.Павлов, М.Р.Федотов, М.И.Скворцов, В.И.Сергеев чĕлхеçĕсем уйрăм статьясем çырчĕç. Вĕрентÿ институтĕнчи чăваш чĕлхипе литература тĕпелĕн сумлă ертÿçи Юрий Виноградов хирĕçчĕксене /репликăсене/ пичетре хуравласах пычĕ. Ăслăлăх енчен ĕнентерсе пама чăнах та йывăр ыйтусене чăтăмлăн ăнлантарнăшăн, тавлашуллă кашни сăмаха хăйсем пĕлнĕ пек уçса панăшăн эпир вĕсене тав тăватпăр. Халлĕхе пуян чĕлхемĕрте тăнкарса пĕтереймен вырăнсем тем чухлех. Сăмах пуянлăхне штатри чĕлхеçĕсем паянччен те ушкăнласа, пĕлтерĕшĕсене уçса, пулăмĕсене тупса, шĕкĕлчесе, сăвăрса тасатайман-ха. Чĕлхесем çинчен саккун тухнăранпа укçа-тенкĕ те самаях уйăрса панăччĕ ĕнтĕ... Тĕрĕссипе, халĕ Чăваш тĕпчев институтĕнче орфографипе ĕçлекен, вăтам тата аслă шкулти вĕрентекенсемпе студентсен ăс-хал вăйне пухса тăракан çын юлман та иккен.

Чĕлхе ыйтăвĕпе пайтах конференцисемпе çавра сĕтелсенче пулса куртăм. Штатри ертÿçĕ чĕлхеçĕсем /Ю.М.Виноградов, Н.И.Егоров/ тата чăвашла хаçатсемпе журналсен «тĕкĕнми тĕременĕ» А.П.Леонтьев хăйсене мăнна хурса, çыравçăсене /писательсене, журналистсене/, вĕрентекенсене тиркесе ларнине, утă çинчи йытă пек хуçаланса калаçнисене илтсе тĕлĕнетĕп.

Юрать чăваш чĕлхине никам та – ни патша сатрапĕсем, ни канаш тарçисем, ни хальхи «чăнкăсем» - шалу ампарне питĕрсе хураймаççĕ. Вăл çăткăнсем кĕсьене чикме, тÿресем туртса илме, сутăнчăксем сутса яма пултарайми таса пуянлăх. Халăх чĕлхи - кирек кама та ăспа ăсса илме пултарнă таран тивĕçекен иксĕлми ырлăх. Чĕлхемĕр хăватлă та çирĕп, вăл малалла пĕр чарăнмасăр чипер аталанса пырать.

Орфографи тÿрлетĕвне пуçлас тесен малтан тĕпчеве ăслăлăхри тÿрĕлĕх патне тавăрмалла тата Шупашкарта пичетри калаçу уççăнлăхне чарса тăма пăрахмалла. Чĕлхе, орфографи, терминологи, топонимика комиссийĕсене çĕнĕрен пухмалла. Вĕрентÿпе культура тата хыпарлав шаралăхĕсем чĕрĕк ĕмĕр тăршшинче комиссисене ĕçлеттереймерĕç. Халăх ĕçне пĕр-пĕр шаралăхпа аслă тÿре аллине пани ăнăçлă пулманни уççăнах курăнчĕ. Вĕсем малашне Чĕлхе комиссине хăйсем енчен /шкула, прессăпа культура ĕçне тивнĕ чухлĕ/ тĕкĕ парса пырсан та тем пахиччĕ. Чăваш чĕлхи комиссине ЧНК президиумĕ çумĕнче е Чăваш халăх ăсхакăлĕпе ÿнерсен академийĕнче йĕркелесе Патшалăх Канашĕ çирĕплетсен, укçа-тенкĕпе тÿррĕн тивĕçтерсен тĕрĕсрех пулĕччĕ.

Патшалăхшăн ниме тăман пĕчĕк, чăваш ĕçĕшĕн питĕ пысăк ыйтура пире тĕрĕслĕхпе никĕсленĕ килĕшÿ кирлĕ, харкашу мар – тархасшăн, чĕлхеçĕсемпе ыттисем, «Шурă» çуртсем тăрăх элеклесе ан çÿрĕр. Юмансемпе Миттасен, Тимуххасемпе Тинехписен пуçĕсене касни те çитет. Ун вырăнне чăваш грамматикине çырма пуçлăр тата чăваш чĕлхин Ашмаринсемпе Никольскисем усă курнă ятармăксене /пăнчă, пайташ, ĕçхĕл, тайăм/ тăван ачасене тавăрса парăр.

«Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ: тĕрĕс çырмалли правилăсем» /Шупашкар, 1991, 66 ен/ брошюрăри «Орфографири юлашки улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем» ăнлантарура ăслăлăх енчен юрăхсăр вырăнсем виçесĕр нумай.

Хăшпĕрисене палăртса хăварăпăр. И сасăпа пĕтекен сăмахсене тăватă ушкăна уйăрнă та /8-мĕш ен/, 3 тата 4 ушкăнсене ним уямасăрах апла-капла çырма сĕннĕ, «сăмах майлашăвĕсенчен пулса кайнисене икĕ тĕрлĕ çырмалла» тенĕ: анкарти, анкартине е анкартие, анкартире* вырăсларан йышăннисене каллех икĕ тĕрлĕ: станцие, станцире - станцине, станцинче. Тĕрĕсси пĕрре: станцие, анкартие, Комомольские. Камăнлăхĕ паллă пулсан – «н» сасăпа çырмалла: Ишлей станцине, Пăрăнтăкри станцире, Çитăрсен анкартине, Çутуйри анкартире. Кĕтне çинчи Комсомольскире, Таллеровсен Комсомольскине.

«Пуш хир, сар чир, сив чир, сар амак /халĕчченхи орфографи вĕсене пĕрле çырма хушнă/ пĕрер ăнлава палăртаççĕ-и? Паллах палăртаççĕ. Анчах вĕсемпе пĕр ретрех ват çын, çĕн çын, çут тĕнче, хура тăпра йышши пит нумай сăмах майлашăвĕсем лекеççĕ. Апла пулсан вĕсене те пĕрле çырмалла пулать» /9-мĕш ен/. Кунта - е тăн çитменни, е ятарлă пăтрав. Демагогиех темелле. «Çĕнçын» /невеста, молодица, Ашмарин дефиспа çырнă/ сăмах пушхир, сивчир, сарамак пекех пĕр пĕлтерĕшлĕ ятармăк /термин/. Вĕсем ниепле те ватă çын, пысăк çын, хитре çын, е хура тăпра, кĕллĕ тăпра, типĕ тăпра тенĕ рете лармаççĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн ят пулса ытти сăмахсемпе çыхăнса тăраççĕ: аслă пушхир, йывăр сарамак, маттур çĕнçын. Çакăн пек пăтрав йĕркерен пырать: «сивчир, тымарçимĕç, йĕкехÿре сăмахсене вырăсла пĕрле çырнине кура пĕрле çырас пулсан, сысна ашĕ, ĕне ашĕ, кушак çури, чана чĕппи сăмах майлашăвĕсене те пĕрле çырма тивет, вырăсла вĕсене те пĕрер сăмахпа палăртатпăр: свинина, говядина, котенок, галчонок» /9 ен/. Калăр-ха, çыравçăсем, тархасшăн: йĕкехÿре тени йĕке сăмса, йĕке патак тенипе пĕрех-и е ырашпăтри тени сĕлĕ вăрри, урпа тăрри ретĕнчи пулăм-и? «Сарçип» сарă тĕслĕ çип-и е «хуратул» алсиш-кĕрĕкĕн хура тĕслĕ пичĕ-и? Ку сăмахсен расна пĕлтерĕшĕсене профессор пулмасăрах чухлама ансат-çке! Ыйту кăна лартмалла. Кам чупать? – Йĕкехÿре. Кам хÿри чупать е мĕнле хÿре чупать? Çип арламалли йĕкесен хÿрисем пулинех! Мĕн кĕрпи? – хуратул кĕрпи.

Харкам япаласен ячĕсене «çĕрпÿрт» /землянка/, «çăматă» /валенки/, «тĕштырă» /зерновые/, çĕрулми /картофель/, ăшçу /жир/, çĕрçу /Ашмарин дефис урлă çырнă, эмеллĕх кăмпа ячĕ/, çĕрмамăк /хлопок/, вăрăмтуна /комар/, «утмăлтурат» /василек/, «виçкĕтеслĕх» /треугольник/ сăмахсене ирĕклĕ пуплеври çĕр мунча, чул пÿрт, чул кĕпер, çăм чăлха, сăран атă, йĕтес шăмми, асамат кĕперĕ, çут пуласлăх йышшисен ретне лартакан тĕпчевçĕсен /10 ен/ чĕлхе сисĕмĕ çук тесех калатăп.

«Сăмах майлашăвĕсене тÿрĕ е куçăмлă пĕлтерĕшлине пăхмасăрах уйрăм çырни вырăнлăрах туйăнать» - тенĕ те, çăлкуç, ялхуçалăх, хĕвелтухăç, çĕрĕç, çутĕç, тавăç, тĕпсакай, çилхÿри, пĕрмай тата ытти хутлă сăмахсене пĕрле çырнине «пуç ватмăш правилăпа» çырнă тесе тиркенĕ. Вара пуç ватмалла мар тĕрĕскĕ /правило/ тунă: «Сăмах майлашăвĕсен, вĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхмасăрах, тĕпрен илсен, уйрăм çырмалла: ĕç укçи, ĕç çынни, куç харши...». Ку тĕрĕс мар тĕрĕскĕ! Хĕсĕк ĕç укçи, çăра куç харши... Сăмах хĕсĕк ĕçпе çăра куç çинчен мар-çке! Элле чĕлхеçĕсене çак пĕлтерĕшсем сисĕнмеççĕ-и? Хурнай, юманай /кăмпа ячĕсем/, çуткуç, çутаяк – пулă ячĕсем, çут аяк вара мĕн? «Пĕчĕк кил хуçи /хăшĕ пĕчĕк?/, чĕлхесĕр ача амăшĕ /хăшĕ чĕлхесĕр?/, çĕнĕ çăл витри» /хăшĕ çĕнĕ?/ йышши пуплевсене пире изафет çыхăнăвĕ тесе вĕрентетчĕç. Пĕр сăмах пулса тăнă ятсене вăйпах уйăрса изафет тăвас çук. Вĕсем тахçанах çирĕпленнĕ, çаплах юлмалла та: çĕршыв, анкарти, армути, улмури, аншарли, мăнарни, мăнкун, мăнакка, шураппа /медсестра/, çынçиен, йăттурташшĕ.

Ачасене шухăшлама вĕрентес чухне пăлахая пеме хăнăхтаратпăр. Пусăмĕ /ударени/ пĕрре, ыйтăвĕ пĕрре, пĕлтерĕшĕ пĕрре чухне уйрăм çырса ларни чăрмав кăна кÿрет. Кам? – улатакка. Мĕн? - аншарли. Уйрăм çыракансенчен «мĕнле такка, мĕнле шарли» тесе ыйтасси çеç юлать. Юрий Виноградов «Чăваш орфографине шкулта вĕрентесси» /2007/ меслет кăтартăвĕсенче «такка» перс чĕлхинче «юрлакан пилеш кайăкĕ» пулнине асилтерет. Вара çиччĕри шкул ачине орфографие хамăр патра юрламан, анчах Иранра юрлакан хĕрлĕ пĕсехеллĕ пилеш кайăкĕсем çинчен каласа е тата «арканнă Совет Союзне чĕртсе тăратасшăн пулнисем» /43 ен/ çĕршыв сăмаха пĕрле çырасшăн тесе вĕрентмелле-и-ха? «Варвитти» те арча витти мар, «упасарри» те сĕтел, урай, вырăн сарри мар. Пĕлтерĕшĕпе «сарри» сăмах «пиççи» /ăш пиççи/, «хыппи» /вут хыппи/, «çаппи» /аçа çаппи/, «сури» /чĕре сури/ ретĕнче тăмасть. Çĕршыв /держава, тĕрĕксен «джер-су» тенинчен пулса кайнă/ сăмах дефиспа çырнă çĕр-шыв, шыв-шур, улăх-çаран, атă-пушмак, атте-анне пек мăшăр сăмах маррине шкул ачисем такăнмасăр ăнланаççĕ!

Сăмах пĕлтерĕшне, логикине кура çырасси тĕп вырăнта пулмалла: кам? - çулпуç, пашхан, çÿлевĕç, тыркас. Мĕн? - çĕршыв, çумкурăк, çуркунне, çурçĕр, тĕпсакай.

Халĕ «Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ: тĕрĕс çырмалли правилăсем» /редакторĕ И.А.Андреев, 1991/ тата «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ» /пухаканĕ А.А.Алексеев, 2002/ кĕнекесемпе усă куратпăр. Правилисем пăтравлă пулсан та, сăмахсарĕ /çăлтăрчăкпа* асăрхаттарусем пуррипе/ усă курма юрăхлă. Анчах ăна шкул валли «çăмăллатнă» йĕрке туса пăсрĕç.

Ăнман орфографин йăнăшĕсене тата шухăшласа çитереймен правилăсене çавăрса ларнинчен пархатар пулмĕ. Çавăнпа, кĕскен каласан, çыру тĕрĕскисене /правилисене/ тахçанах çирĕпленнĕ, халăх килĕштерсе йышăннă, «Чăвашла-вырăсла словарь» тытса пыракан йĕркесемпе танлаштарса, сăмахсене /лексикăна/ тимлĕрех ушкăнласа, çĕнĕ тĕрĕскĕсем йĕркелесе тÿрлетсе тухмалла. Правилăсем те, «исключенисем» те пĕлĕтрен ÿкмеççĕ, вĕсене хамăрăн тăвас пулать. Татса пама май килмен ыйту çук. Тĕрĕс те килĕшÿллĕ тунă тĕрĕскĕсем çеç таса /пĕр тÿре каларăш, «тивмелле мар священнăй»/ пулса тăрĕç.

«Сăмах майлашăвĕн пайĕсене уйрăм çырасси тĕп туртăм пулса тăрать» тесе йăнăш хистенипе ятармăка /термина/ тухнă сăмахсене уйрăм тата «апла та капла çырма юрать» туса чĕлхе аталанăвне, ачасен шухăшлав витĕмне, сăмахсарпа ĕçлес мелсене чарса хутăмăр. Тĕрĕс çырмалли правилăсене сÿтсе явма, тĕрĕскĕне пăхăнман сăмахсен ретне тума татăклă сĕнÿсем кирлĕ. Çавна шута илсе учительсемпе орфографи комиссийĕн пайташĕсене /членĕсене/ ĕçе пуçăнмалăх пĕрле çырмалли сĕнÿсем тăрататăп.

73 параграф. /А.А.Алексеев словарĕн 389 енне пăхăр/.

3. Сăмахсем пĕрлешнипе пулнă ялсемпе хуласен, вырăнсемпе çăлтăрсен тата ытти пайăр пулăмсен ячĕсене пĕрле çырмалла: Вăрманкас Карăкçырми, Вăтапуç, Кÿлхĕрри, Çĕньял, Хурăнуй, Çичпÿрт, Пĕчченхир, Чулхула, Ешĕлвар, Сарăту, Шывтăкан, Шурăмпуç.

75 параграф.

1. Хутлă сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене пĕрле е уйрăм çырнă чухне пуплев кĕввине, пĕлтерĕшне, сăмахсен пусăмне /ударение/, çыхăну мелĕсене шута илмелле.

2. Сăмах майлашăвĕн пайĕсем хăйсен харкам пĕлтерĕшĕсене çухатса пĕр ăнлава куçнă пулсан вĕсене пĕрле çырмалла, сăмахсем хăйсен пĕлтерĕшĕсемпех çÿренĕ чухне уйрăм çырмалла: йĕкехÿре /крыса/ - йĕке хÿреллĕ йытă, йытпулли /головастик/ – йытă апачĕн пулли, йытпырши /вьюнок/ – йытă хырăмĕн пырши, çурутрав /полуостров/ - çур пай утрав, çурçĕр /север/ - çур çĕр /çур кун, çур каç, çур ана/, кукшапуç курăкĕ - кукша /шакла/ пуç, чăрăштăрри курăкĕ – чăрăш, йăмра тăрри, утмăлтурат чечекĕ – утмăл, çитмĕл турат, вĕлтрентăрри кайăкĕ – вĕлтрен, хупах тăрри, юханшыв – юхакан шыв, салакайăк - ял, сала кайăкĕ, ăмăрткайăк – пĕрхĕт кайăк, хурчка кайăк, саркайăк – сарă кайăк, хура чĕкеç, сар кăткă, хуркайăк, кайăкхур – хур аçи, акăш кайăк, икĕпит - икĕ хĕрлĕ пит.

3. Пĕтĕмлетÿ аффиксĕ йышăннă хутлă сăмахсене пĕрле çырмалла: танмарлăх, мăнкăмăллăх, икчĕлхелĕх, тавракурăм, тăмписменлĕх, тĕрĕсçырав, çулçÿрев, хирĕçтăру /конфликт/, çĕнйĕркелÿ /перестройка/, тавтăву, ăспару, тĕлпулу.

4. Кĕскетÿ хапине /формине/ йышăнакан сăмахсене пĕр пĕлтерĕше куçнă тата пĕр пусăмлă /ударениллĕ/ чухне пĕрле çырмалла: асилÿ - аса илÿ, ялхуçалăх /таварĕ, институчĕ/ - ял хуçалăхĕ: шывармань - шыв арманĕ, алтупань – алă тупанĕ, алхыпань – алă хыпанĕ.

5. Сăмах майлашăвĕнчен кĕскелсе пĕр пĕлтерĕшлĕ те пĕр ударениллĕ хутлă сăмахсене пĕрле çырмалла: асатте, вутпуççи, тылапуççи, çăраççи, çатмараççи, çулталăк, çутçанталăк, тĕпсакай, улмуççи, пушхир, сарчир, пăрçĕмрен, çĕрçĕмрен, çĕнçын, саркайăк, сарамак, авăнçи, айсарăм, акапуç, акатуй, акаçи, алăсталăх, алвалли, алпалли, алçыру, вăйпитти, варвитти, питçăмарти, хĕрарăм, хыçсăмах, умсăмах, чĕркĕмĕл, сăнÿкерчĕк.

6. Пĕр сыпăклă сăмахпа пĕрлешсе пулнă хăйне пĕлтерĕшлĕ хутлă сăмахсене пĕрле çырмалла: çĕршыв, кунçул, вунпĕр, чĕрчун, алĕç, алçыру, алсиш, алшăлли, аркăвĕç, атпăри, типшар, сивчир, арача, арçын, хĕрача, хĕрарăм, каюра, ĕççи, кĕлту, сăхсăх, пуççап, чупту, çăлкуç, çăматă /кăçатă/, çурçул, çураки, кĕраки, хĕраки, хулпуççи, хыткукар, харампыр, чĕркуççи, чĕрçитти, шывçи.

7. Кун ячĕсенчен юнкунпа эрнекуна /мăнарние/ пĕрле çырмалла, ыттисем «кун» сăмахсăрах хăйсен пĕлтерĕшĕпе çÿреççĕ: тунти /тунти ир, тунти кун, тунти каç/, ытлари, кĕçнерни, шăмат, вырсарни.

/Пĕлсе тăма: чăваш кунĕсен пĕлтерĕшĕ библири халаппа пĕр килет: тунти – тăм тÿнĕ кун, ытлари – вут кăларнă кун, юнкун - чун кĕнĕ кун* юн кăларма юраман кун* кĕçнерни – кĕçĕн эрне кунĕ, эрнекун вырăнне вирьялсен мăнарни сăмахне кĕртсен те вырăнлă, шăмат – шыв панă кун, вырсарни – вырăн сарнă кун/.

8. Хаçат-журнал ĕçĕнче çирĕпленнĕ çĕнĕ ятармăксене /терминсене/ пĕрле çырмалла: хумсас /радио/, инçекурăм /телевидени/, инçесас /телефон/, таврапĕлÿçĕ /краевед/, çилçунат /пегас/, хăнакил /гостиница/.

Чăваш халăх академийĕ кăçал нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче чĕлхе ыйтăвĕсемпе ирттерекен ятарлă конференциччен хăвăрăн сĕнĕвĕрсене ЧР Наци вулавăшне е ЧНК штабне пĕлтерсен усăллă пулĕччĕ.


В.Станьял,

ЧНК Ваттисен тĕп канашĕн председателĕ

* Статьяна тÿрлетмесĕр пичетленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.