Тăван чĕлхе - шкулта. Ирĕккĕн е хистесе вĕрентмелле?

15 Çĕртме, 2018

Чăваш наци библиотекинче çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче "Раççей халăхĕсен хăй евĕрлĕхне тата халăхсен хушшинчи хутшăнусене аталантарас ĕçри тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕ" ятпа иртнĕ "çавра сĕтел" тарăн шухăша ячĕ.

Мероприятие Раççей Общество палатин членĕ Светлана Кузнецова ертсе пычĕ, ун ĕçне РФ Патшалăх думин депутачĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Олег Алексеевич Патшалăх Думин депутачĕсем ака уйăхĕнче "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен" саккуна хушусем кĕртесси çинчен тунă проект пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл хăй те унăн авторĕсенчен пĕри пулнă май сакунри улшăнусем çинчен халăха тĕплĕн ăнлатарса пани питĕ вырăнлă пулнине палăртрĕ.

Саккун проектне пĕрремĕш вулавра пăхса тухма ĕлкĕричченех вăл нумай шăв-шав çĕклерĕ. Ун пирки хаçатра та, тĕрлĕ сетьре те хăйсен шухăшĕсене пĕлтерекенсем пулчĕç. Халăха мĕн канăçсăрлантарать, тарăхтарать, шухăшлаттарать? Тăван чĕлхен патриочĕсене — ăна "иккĕмĕш сорта" хăварни. Ара чăваш ачисем тăван чĕлхене ашшĕ-амăшĕ хут çырса ирĕк илмесĕр вĕренейменнине мĕнпе танлаштармалла-ха?

Раççейри тĕрлĕ халăхăн чĕлхине вĕрентесси саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн, вырăнти вĕрентÿ тытăмĕ сĕнекен майсенчен, вĕренекенсен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн кăмăлĕнчен /хутпа ыйтса çырнинчен/ килет. Урăхла каласан, саккун проекчĕ титуллă халăхсене хăйсен тăван чĕлхине вĕренме чăрмантармасть, çав вăхăтрах вăл титуллă мар халăхсене, пуринчен ытла вырăссене, çапла тума кирлех маррине те систерет.

Светлана КУЗНЕЦОВА, РФ Общество палатин членĕ:

— Эпĕ сирĕн пăшăрханăва ăнланатăп. Çак кунсенче çеç Фоанцирен таврăнтăм. Унта пурăнакан вырăссем те шкулсенче тăван чĕлхепе вĕренесшĕн. Пĕр шкулта 20 ача хут çырса панă тăк вĕсене вĕрентеççĕ.

Çитес вăхăтра патшалăх шайĕпе наци чĕлхисене пулăшас тĕллевпе фонд йĕркелесшĕн. Шăпах вăл тĕрлĕ пособи, методика кăларăмĕсем хатĕрлеме пулăшĕ.

Олег НИКОЛАЕВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

— Асăннă документăн авторĕсенчен пĕри пулнă май вĕренекенсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçма тивет. Тăван республикăра хальлĕхе ку енĕпе татăклă уçăмлăх çук-ха. Чылай регион вара ăна ырласа йышăннă. Çакна калама пултаратăп: нихăш шкулта та тăван чĕлхене вĕрентме чармĕç, сехетсене чакармĕç.

Пирĕн ачасем тăван чĕлхене юратса вĕренччĕр тесен мĕн тумалла? Унпа кăсăклантарса ямалла. Чĕлхе пĕлтерĕшне уçса, вăл халăхăн пуянлăхĕн иксĕлми пайĕ пулнине, икĕ-виçĕ чĕлхе пĕлнин уссине тĕслĕхсемпе ĕнентерсе памалла.

Зоя ЛУКИНА, Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен тĕп хулари ассоциацийĕн ертÿçи:

— Ман шухăшăмпа, кун пек ыйту пулмалла мар. Чăвашла лайăх пĕлекен вĕренекен вырăс чĕлхине тиркес çук. Ача шкула килес умĕн ашшĕ-амăшĕ ыйтса çырни пур вĕт. Мĕншĕн кашни çул тенĕ пек тăван чĕлхене вĕренесси пирки татах хут çырмалла? Çакă пире те, вĕрентекенсене, питĕ тарăхтарать. Çуллахи канăва лайăх кăмăлпа кайса çĕнĕ вĕренÿ çулне аван канса таврăнасшăн эпир. Хальлĕхе вара пирĕнпе ыран мĕн пулассине пĕлместпĕр.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас