Комментари хушас

27 Нарăс, 2018

Кадр ĕçтешлĕхĕ : аслă шкул тата ĕç паракан

Иртнĕ кунсене аса илер-ха: темиçе çул каялла аслă шкултан вĕренсе тухнă специалистсене ĕç вырăнĕ тупма питĕ йывăрччĕ. Никам та вĕсене алăк уçса кĕтсе илмен…

Самана улшăнса пырать. Телее, лайăх енне. Юлашки вăхăтра ĕç паракансемпе вĕренÿ заведенийĕсен хушшинче туслă çыхăнусем çирĕпленсе пыраççĕ. Ку енĕпе уйрăмах Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕ /филиалĕ/ ырă тĕслĕх кăтартать: аслă шкул студенчĕсен малашлăхри çул-йĕрне тупма пулăшас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç-хĕл пурнăçлать.

Паян институтра уçăлнă форум та ĕç параканпа студентсене пĕр чĕлхе тупма май паракан анлă лапам пулса тăчĕ. Мероприятие патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен, общество пĕрлĕхĕсен представителĕсем, республикăри организацисемпе предприятисен ертÿçисем, кадр службисен специалисчĕсем, предпринимательсем хутшăнчĕç.

Кадрсен ĕçтешлĕхĕн форумĕ, сăмах май, Раççей коопераци университечĕн филиалĕсем ĕçлекен Раççейри 18 регионта иртнĕ. Коммуникаци лапамĕсенче кадрсене хатĕрлессипе, аслă шкултан вĕренсе тухакансене ĕçе вырнаçма майсем туса парассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, сĕнÿ-канаш панă. Шупашкарти коопераци институтĕнче иртнĕ форумăн кун йĕркине кĕрнĕ ыйтусен шутĕнче те вĕсем тĕп вырăнта пулнă. Студентсемпе преподавательсем, предприяти-организаци ертÿçисем уçă калаçу мелĕпе виçĕ енлĕ ĕçтешлĕх анлăшĕнче юридици пĕлĕвĕ парассине, университетпа ĕç паракан хушшинчи пĕр-пĕриншĕн тухăçлă пулма пултаракан самантсене, пĕлÿрен опыт патне, опытран ăсталăх патне çитмелли вăрттăнлăхсене тупса палăртассине сÿтсе явнă.

Пленарлă лару хыççăн вĕренÿ заведенийĕпе ĕç паракансем кадр ыйтăвĕсемпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿсем тунă. Сăмах май, Шупашкарти коопераци институтне кунашкал ĕçлĕ документ республикăри çĕр ытла предприяти-организаципе çыхăнтарать.