Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх наградисемпе чысларĕ

Пĕрремĕш çурхи кунсенче республикăри пултаруллă хĕрарăмсене Правительство çуртĕнче чысласси ырă йăла пулса тăчĕ ĕнтĕ. Паян та, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев экономикăра, социаллă сферăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Йышра тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем пур: воспитательсемпе педагогсем, тухтăрсемпе культура ĕçченĕсем, патшалăх влаç органĕсен представителĕсем, çĕр ĕçченĕсем…

— Кирек хăш вырăнта ĕçлесен те эсир чи малтан ĕçченлĕхпе, ăш пиллĕхпе, ырă кăмăлпа палăрса тăратăр, — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев маттур хĕрарăмсене паллă пулăмпа саламланă май. — Эсир тăван çĕршыв, республика аталанăвне пысăк тÿпе хыватăр. Çав вăхăтрах çемье ăшшине упраса пыма, лайăх мăшăр, çепĕç анне пулма вăй-хал çитеретĕр. Сирĕнпе пĕрле кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пултаратпăр!

Республикăри маттур хĕрарăмсенчен чи маттурисем Чăваш Ен ертÿлĕхне хăйсен ĕçне пысăк хак панăшăн чĕререн тав турĕç.

 

Валентина БАГАДЕРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас