Валентина БАГАДЕРОВА.

31 Çурла, 2021

Театрсене çӳреме 3 пин тенкĕ параççĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра «Пушкин картти» программа старт илĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çӳреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртеççĕ. Чăваш Енре программа мĕнле пурнăçланĕ? Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă канашлура тишкерчĕç.

14 Утă, 2021

Конференци иртрӗ

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей"партин Чӑваш регион уйрӑмӗн XXXI конференцийӗн иккӗмӗш пайӗ уҫӑлчӗ. Унта Чӑваш Республикин ҫиччӗмӗш суйлаври Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен кандидачӗсене палӑртрӗҫ.

13 Çĕртме, 2021

Коронавируспа пĕрле кĕрешер

Сергей ЖУРАВЛЕВ, "Хыпар" Издательство ҫурчӗн фотокорреспонденчӗ:

- Коронавирусран прививка тӑвакансем ӗҫех килчӗҫ те... "Мӗншӗн килӗшес мар?", - терӗм. Чиртен сыхланмалла ҫапах та. Юн пусӑмне, кӗлетке температурине тӗрӗслерӗҫ. Температура хӑпарма пултарасси пирки асӑрхаттарчӗҫ. Анчах икӗ укол хыҫҫӑн та сывлӑх япӑхмарӗ. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ иртрӗ.

www.hypar.ru

31 Çу, 2021

Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе тӗл пулчӗ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче финанс журналистикин "Тенкӗ тӑрӑхӗ" регион конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулчӗ.

Вӗсем, 25 журналист, паян Шупашкара ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен, ют патшалӑхсенчен килсе ҫитнӗ. Ҫул ҫӳрев тӗллевӗ - Чӑваш Енре конкурс парнисене илесси.

Pages