Паян Шупашкарта "Ҫӗнӗ вӑхӑт валли вӑйлӑ шухӑшсем" стратеги сессийӗ ӗҫлет. Ӑна пӗтӗмлетме республика ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнчӗ. Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине палӑртрӗ вӑл.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлăва ирттерчĕ.
Ларура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-ака уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене тата çак тапхăрта республика бюджетне пурнăçланине тишкерчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, тăватă уйăхра экономикăн пур отраслĕнче те ӳсĕм палăрать. Уйрăмах строительствăра кăтартусем пысăк.