Валентина БАГАДЕРОВА.

12 Кăрлач, 2022

Йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарти Республика тӳремĕн урамĕнче вырнаçнă 2-мĕш çуртра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, депутатсен тивĕçĕсем нумай енлĕ. Çапах та вĕсен ĕç-хĕлĕнче суйлавçăсемпе тĕл пуласси тĕп вырăнта тăрать. Йышăну пӳлĕмне çак тĕллеве шута илсе йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем граждансемпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшĕç.

17 Раштав, 2021

Тарифсем утă уйăхĕнчен ӳсеççĕ

Паян Правительство çуртĕнче граждансем коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн хывакан тӳлевсен 2022 çулхи виçине пăхса тухрĕç.

ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх, хаксем 2022 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăпараççĕ. Республикăри 265 муниципалитетра ӳсĕм 3,4 процентпа, 11 муниципалитетра 5,4 процентпа танлашĕ. «Чăваш Енре ӳсĕм Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă виçерен пысăкрах пулмĕ», — терĕ вăл.

14 Раштав, 2021

Наставничество вăй илсех пырать

Наставничество программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыракан организацисемпе предприятисен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 45-мĕш вăтам шкул мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта «Химпром» пĕрлĕх, виççĕмĕш вырăнта «Т Плюс» пĕрлĕхĕн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕ.

13 Раштав, 2021

Наставничество вăй илсех пырать

Правительство çуртĕнче паян наставничество программине ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыракан организацисемпе предприятисен конкурсĕ уçăлчĕ.

Кăçал тупăшăва хутшăнма республикăри 36 организацирен заявка йышăннă. Çакă Чăваш Енре наставничество çамрăк специалистсене ĕç йĕркине хăнăхтарма, коллективпа пĕр чĕлхе тупма, професси ăсталăхне аталантарма пулăшакан тухăçлă меслет пулса тăнине çирĕплетет.

10 Чÿк, 2021

Тухтăрсем, тав сире!

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем паян коронавируспа кĕрешекен тухтăрсене тав турĕç, тĕп хулари Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине тата ветерансен госпитальне санитайзерсем, чей, кофе, пылак çимĕçсем илсе пычĕç.

Pages