Валентина БАГАДЕРОВА.

10 Нарăс, 2022

Социаллă тытăмра çĕнĕлĕхсем пулĕç

Халăха ĕçпе, социаллă хӳтлĕхпе тата пулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе 2022 çулта пулакан улшăнусем çинчен паян ЧР ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова каласа пачĕ.

28 Кăрлач, 2022

Малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ, депутатсен, патшалăх влаç органĕсен, общество организацийĕсен умне 2022 çул тĕллевĕсене лартрĕ.

14 Кăрлач, 2022

Округ пуçлăхĕ саламларĕ

Красноармейски округ пуçлăхĕ Борис Клементьев «Ял пурнăçĕ» хаçат ĕçченĕсене Кивĕ Çĕнĕ çулпа тата Пичет кунĕпе саламлама редакцие пычĕ.

«Эсир, журналистсем, район хыпарĕсене халăх патне вăхăтра илсе çитерессишĕн тăрăшатăр, çынсене çивĕч ыйтусене татса пама пулăшатăр. «Ял пурнăçне» районта пурăнакансем юратса вулаççĕ, çĕнĕ номер тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ», — терĕ Борис Валерьянович.

12 Кăрлач, 2022

Йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарти Республика тӳремĕн урамĕнче вырнаçнă 2-мĕш çуртра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, депутатсен тивĕçĕсем нумай енлĕ. Çапах та вĕсен ĕç-хĕлĕнче суйлавçăсемпе тĕл пуласси тĕп вырăнта тăрать. Йышăну пӳлĕмне çак тĕллеве шута илсе йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем граждансемпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшĕç.

17 Раштав, 2021

Тарифсем утă уйăхĕнчен ӳсеççĕ

Паян Правительство çуртĕнче граждансем коммуналлă хуçалăх ĕçĕсемшĕн хывакан тӳлевсен 2022 çулхи виçине пăхса тухрĕç.

ЧР Конкурентлă политика тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова пĕлтернĕ тăрăх, хаксем 2022 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăпараççĕ. Республикăри 265 муниципалитетра ӳсĕм 3,4 процентпа, 11 муниципалитетра 5,4 процентпа танлашĕ. «Чăваш Енре ӳсĕм Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă виçерен пысăкрах пулмĕ», — терĕ вăл.

Pages