Округ пуçлăхĕ саламларĕ

14 Кăрлач, 2022

Красноармейски округ пуçлăхĕ Борис Клементьев «Ял пурнăçĕ» хаçат ĕçченĕсене Кивĕ Çĕнĕ çулпа тата Пичет кунĕпе саламлама редакцие пычĕ.

«Эсир, журналистсем, район хыпарĕсене халăх патне вăхăтра илсе çитерессишĕн тăрăшатăр, çынсене çивĕч ыйтусене татса пама пулăшатăр. «Ял пурнăçне» районта пурăнакансем юратса вулаççĕ, çĕнĕ номер тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ», — терĕ Борис Валерьянович.

Редакцие паян район хыпарçин общество корреспонденчĕсем те, «Ял пурнăçĕ» хаçат пĕлтĕр ирттернĕ «Чи лайăх хайлав», «Чи лайăх сăн ӳкерчĕк» конкурссенче малти вырăнсене йышăннисем, пухăнчĕç. Кăларăмсемшĕн яваплă редактор Юрий Борисов çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕ.

Журналистсене районти культура çурчĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа саламларĕç.

www.hypar.ru Мария РОМАНОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.
 

Комментари хушас