Комментари хушас

12 Кăрлач, 2022

Йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарти Республика тӳремĕн урамĕнче вырнаçнă 2-мĕш çуртра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, депутатсен тивĕçĕсем нумай енлĕ. Çапах та вĕсен ĕç-хĕлĕнче суйлавçăсемпе тĕл пуласси тĕп вырăнта тăрать. Йышăну пӳлĕмне çак тĕллеве шута илсе йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем граждансемпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшĕç.

Пуçласа суйлавçăсене Леонид Черкесов хăй йышăнчĕ. Вунă çын ытла килнĕ. Вĕсем территорисене хăтлăлатассипе, çулсене юсассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Леонид Ильич чылайăшне тӳрех хурав пачĕ. Тĕплĕ тишкерсе хурав памаллисене хăй сăнаса тăрассине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...