Малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ

28 Кăрлач, 2022

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Чăваш патшалăх филармонийĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ, депутатсен, патшалăх влаç органĕсен, общество организацийĕсен умне 2022 çул тĕллевĕсене лартрĕ.

Олег Николаев сăмахне Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра тытмаллине палăртнă май республикăри шырав организацийĕсем валли уйăракан грант виçине ӳстерме тата тыл ĕçченĕсен пособийĕсене ĕç ветеранĕсеннипе танлаштарма сĕнчĕ. 2022 çула Мухтавлă ентешсене халалланă. Кун пирки каланă май республика ертӳçи культура тытăмĕ валли пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах укçа уйăрнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех кăçал Оперăпа балет театрĕн реконструкцине, культура çурчĕсен строительствин пилĕк çуллăхĕ пуçланассине пĕлтерчĕ.

Олег Николаев килти хушма хуçалăхсене тĕрев парассине те, вĕрентӳ учрежденийĕсен строительствине пуçарассине те, предпринимательсене пулăшассине те, «Хĕвелпе» пĕрле электростанци тăвассине те, районсене шывпа тивĕçтерессине те, Шупашкар агломерацине аталантарассине те тата ыттине те кăçал пурнăçа кĕртмелли тĕллевсен шутĕнче палăртрĕ.

Çырăва Олег Николаев Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев 100 çул каялла чăваш халăхне пил парса каланă сăмахсемпе вĕçлерĕ. «Вырăс патшалăхĕ çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ», — терĕ вăл Раççей патшалăхĕн нумай нациллĕ тата тĕрлĕ тĕнлĕ çемйин йышĕнче чăвашсем çĕршыва аталантарма, çирĕплетме, вăйлатма пысăк тӳпе хывнине палăртса.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас