Комментари хушас

10 Чÿк, 2021

Тухтăрсем, тав сире!

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем паян коронавируспа кĕрешекен тухтăрсене тав турĕç, тĕп хулари Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине тата ветерансен госпитальне санитайзерсем, чей, кофе, пылак çимĕçсем илсе пычĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх, ыр кăмăллăх акцине пур фракци депутачĕ те хастар хутшăннă. «Пурте пĕрле пухăнса республикăра ковидпа кĕрешекен чи пысăк сиплев учрежденийĕсен ĕçченĕсене çапла майпа тав тума шутларамăр. Санитайзерсене Хусантан паян ирхине илсе килчĕç. Вĕсем сиплев ĕçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пылак çимĕçсем медицина ĕçченĕсен йывăр ĕçне кăштах çăмăллатма пулăшĕç тетпĕр. Çавăн пекех сиплев учрежденийĕсене депутатсен икĕ автомашинине паратпăр», — терĕ Леонид Черкесов.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...