Театрсене çӳреме 3 пин тенкĕ параççĕ

31 Çурла, 2021

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕршывра «Пушкин картти» программа старт илĕ. Ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе çамрăксене культура учрежденийĕсене çӳреме майсем туса парас тĕллевпе ĕçе кĕртеççĕ. Чăваш Енре программа мĕнле пурнăçланĕ? Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă канашлура тишкерчĕç.

«Пушкин картти» — çамрăксем валли хатĕрленĕ ятарлă банк картти. Ăна 14-22 çулсенчи граждансене параççĕ. 2021 çулта карта балансĕ çинче — 3 пин тенкĕ, 2022 çулта 5 пин тенкĕ пулĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, укçана культура мероприятийĕсемшĕн кăна тăкаклама юрать. «Карттăпа музейре, театрта, концерт залĕсенче, филармонире, «Пушкин картти» проекта хутшăнакан ытти культура учрежденийĕнче билет туяннă чухне ятарлă терминал, вĕсене «шурă терминал» теççĕ, тӳлемелле», — терĕ Светлана Анатольевна.

Карттăна хатĕрлеме ыйтса çырнă заявкăсене Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен йышăнма пуçлаççĕ. Мероприятисен афишипе «PRO.Культура.РФ» порталта тата Патшалăх пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕнчи «Культура» хушăмра паллашма пулать.

Хальхи вăхăтра, Светлана Каликова министр пĕлтернĕ тăрăх, программăна Чăваш Республикинчи 12 культура учрежденийĕ хутшăнать, 140 ытла культура мероприятийĕ /авăн, юпа уйăхĕсенчи репертуар, музейсенчи куравсем, экскурсисем, ăсталăх класĕсем/ «PRO.Культура.РФ» порталта регистрациленнĕ. «Пушкин картти» программăна Чăваш Енри 14-22 çулсенчи 105 пин ытла çыннăн хутшăнма май пур. Çулталăк вĕçлениччен вĕсем культура мероприятийĕсене çӳресе 3 пин тенкĕ тăкаклама пултараççĕ.

«Çĕршыв Президенчĕ çакăн пек йышăну туни чăннипех те савăнтарать, — терĕ республика ертӳçи Олег Николаев. — Çынсене кашнине уйрăммăн çапла майпа пулăшни культура учрежденийĕсене те самаях пысăк тĕрев парать. Пирĕн тĕллев — çак майсемпе туллин усă курасси, çамрăксене тивĕçлĕ культура воспитанийĕ парасси, тăван çĕре, халăха юратма, ырă йăла-йĕркене хисеплеме вĕрентсе ӳстересси».

Сăмах май, «Пушкин карттипе» Чăваш Енри культура учрежденийĕсене кăна мар, Раççейри ытти хулари театрсемпе музейсене те çитсе курма пулать.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 

Комментари хушас