Комментари хушас

8 Утă, 2021

Прививка тумалла

Алиса ЛУКИНА, "Сарпике" халӑх ташӑ ансамблӗн балетмейстерӗ:

- Пирӗн çeмьере чи малтан манӑн аттепе анне коронавирусран прививка тутарчӗç. Вĕсем Хĕрлĕ Чутай районӗнчи Уйпуç ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.

Кайран хӗрӗм Виктория "Орленок" лагере вожатӑй пулса ĕçлеме кайсан тутарчӗ. Вӑл 18 çулта. Халĕ пирӗн те мăшăрпа иксӗмĕрĕн вăхăт çитрӗ. Малтан антителӑсене тӗрӗслеттерме анализ патăмăр, кайран Çурçĕр поликлиникине ҫитсе вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрне тухрӑмӑр. Пире сертификат пачӗç, acăрхаттару йӗркипе паллаштарчӗç. Прививкӑччен апат çимеллине каланăччӗ тата пире. Прививка хыççăн пӗр 15 минут больницӑрах лартăмăр. Икӗ сехете яхӑн манăн температура 37.2 пулчӗ, анчах хама йывăр марччӗ. Мăшăра кӑштах шӑнта пуҫларӗ. Йӗппе тирнӗ вырăн иксӗмӗре те систерчӗ. Виçҫӗмĕш кунне ним пулман пекех нимӗн те ыратмарӗ. Халӗ вакцинацин 2-мӗш тапхӑрӗ ҫитессе кӗтетпӗр.

 

Рубрика: