Дружинниксем ăмăртăва тухрĕç

23 Авăн, 2021

Паян В.Егорова ячĕллĕ Олимп резервĕсен 1-мĕш спорт шкулĕнче «Чи лайăх халăх дружинникĕ» республика конкурсĕ старт илчĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Ен районĕсемпе хулисенче 26 халăх дружини ĕçлет. Дружинниксем муниципалитетсенче иртекен спорт, культура, ытти мероприяти вăхăтĕнче полици ĕçченĕсемпе пĕрле обществăри йĕркелĕхе сыхлама хутшăнаççĕ. Чи маттуррисене хавхалантарас, дружина ĕç-хĕлĕн ят-сумне ӳстерес тĕллевпе тăваттăмĕш çул конкурс ирттереççĕ. Дружинниксем малтан район е хула шайĕнче тупăшнă. Унти ăмăртусенче мала тухнисем муниципалитет чысне хӳтĕлеме Шупашкара килнĕ. Вĕсен юридици пĕлĕвне, вăй-халĕпе çаврăнăçулăхне, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама пĕлнине кăтартмалла пулĕ.

Конкурс савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Дружинниксене ЧР Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçин заместителĕ Игорь Михайлов саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА ӳкерчĕкĕсем.

Комментари хушас