Микроçырав вĕçленчĕ

10 Авăн, 2021

Çурла уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче республикăра ял хуçалăх микроçыравĕ иртрĕ. Унăн малтанхи кăтартăвĕсемпе паян Федерацин Патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Петрова паллаштарчĕ.

Çак тапхăрта республикăра çыравçăсем уйрăм çынсен 234 пин хуçалăхне тата граждансен коммерцилле мар 769 пĕрлĕхне çитнĕ, ыйтса пĕлнĕ. Кунсăр пуçне 353 ял хуçалăх организацийĕ тата 1388 фермер хăйсем тĕллĕн информаци панă.

«Халĕ ыйтăм вăхăтĕнче пухнă сведенисене тишкереççĕ. Унтан вĕсене Росстата ăсатĕç, — терĕ Любовь Петрова. — Микроçырав кăтартăвĕсем аграри секторĕн ресурс никĕсне хак пама тата ял хуçалăхĕнчи улшăнусене тупса палăртма кирлĕ».

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕ тата видео

Комментари хушас