Комментари хушас

14 Утă, 2021

Конференци иртрӗ

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей"партин Чӑваш регион уйрӑмӗн XXXI конференцийӗн иккӗмӗш пайӗ уҫӑлчӗ. Унта Чӑваш Республикин ҫиччӗмӗш суйлаври Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен кандидачӗсене палӑртрӗҫ.

Вӗсем пурте партин малтанхи сасӑлавӗнче чи нумай сасӑ пухса ҫӗнтернӗскерсем. Ун чухне 181 пин ытла ҫын сасӑлава хутшӑннӑ. Йышра, сӑмах май, ҫӗнӗ ҫынсем йышлӑ. Вӗсем пурте хӑйсен сферинче пуян опыт пухнӑ ӑстасем. Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Алёна Аршинова палӑртнӑ тӑрӑх, шӑпах вӗсен ӑсталӑхӗ, опычӗ парти командине Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн, ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн пысӑк ӗҫсем тума май парӗ. "Пирӗн хамӑрӑн Президент шанӑҫне тӳрре кӑлармалла. Кандидатсен тӗрӗс тупӑшура суйлавҫӑсен шанӑҫне ҫӗнсе илмелле", - терӗ Алёна Аршинова. "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти хастарӗсем суйлава чӑннипех те халӑх программипе хутшӑнассине пӗлтерчӗҫ. Ӑна халӑхпа сӳтсе явса, суйлавҫӑсен сӗнӗвӗсемпе шухӑшӗсене тӗпе хурса хатӗрлӗҫ, республикӑра пурӑнакансемпе анлӑн сӳтсе явӗҫ.

www.hypar.ru

Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.