Татьяна НАУМОВА

4 Юпа, 2014

Ачасем шанчăклă алăра

Вĕрентекенсен кунне халалласа ĕнер Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче пысăк уяв пулчĕ. Унта республикăри учительсен хорĕсен конкурсĕнче мала тухнисем тупăшрĕç.

4 Юпа, 2014

«Классика нихăçан та ывăнтармасть»

Професси уявĕ умĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе Валентина Беловăпа тĕл пултăмăр. Халĕ тивĕçлĕ канура вăл. Апла пулин те пĕрре те ахаль лармасть. Пахча тулли тĕрлĕ çимĕç, чечек-курăк ÿстерет. Сивĕ кунсем çывхарнине пăхмасăр тĕрлĕ илем сÿнменччĕ-ха унăн пахчинче.

27 Авăн, 2014

«Нацисен кросĕ» йыхравларĕ

Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Нацисен кросне" 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. 2009 çултанпа ăна республикăри мĕн пур хулапа районта ирттерме тытăннă. Иртнĕ вырсарни кун та хĕвеллĕ ăшă çанталăк хастар халăха çăмăл атлетикăри тĕнчери чи пысăк старта йыхравларĕ. Ăмăртăва 59 пин ытла ентеш хутшăнчĕ.

Çак старт кĕркуннехи хăйне евĕр уяв пулса тăма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Ахальтен мар унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿсет. Аслă ÿсĕмрисем те старта тухрĕç. Акă, сăмахран, кăçал чи аслисем - 84-ри Миранда Кольцовăпа 81-ти Леонид Никифоров.

27 Авăн, 2014

Çилпе вĕçнĕ çамрăклăх

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕ кунсем пиртен аякка та аякка юлаççĕ. Вăрçă ветеранĕсен йышĕ те çулсерен сахаллансах пырать. Пурăнаканни те паян куçĕ япăх курнипе, хăлхи илтменнипе, алли-ури итлеменнипе асапланать. Вăр-варлăхне çухатманнисем питех те сайра.

20 Авăн, 2014

Ташăра - пурнăç, илем...

Общежитире пурăнатпăр. Чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те, узбекĕ те пур кунта. Килĕштеретпĕр темелле. Анчах паян сăмахăма тăванла пурăнни пирки мар-ха, чăваш культури çинченех пуçарас килет. Мĕн чухлĕ калаçатпăр-çыратпăр пулĕ, кашнинчех чун кÿтсе килнипе сăмахлатпăр - шел те, хуллен чакса пыратпăр!!! Шутпа та, чунпа та... Çĕр çинчи чăвашсен йышĕ сахалланни темиçешне кăна пăшăрхантарать паян. Пĕр-иккĕн çеç пĕве пĕвелес тенипе шыв тулса лараймĕ. Аяккăн-маяккăн çÿремесĕр хальхинче чунăма мĕн канăçсăрлантарнине пĕлтересшĕн.

Pages