Комментари хушас

20 Авăн, 2014

Ташăра - пурнăç, илем...

Общежитире пурăнатпăр. Чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те, узбекĕ те пур кунта. Килĕштеретпĕр темелле. Анчах паян сăмахăма тăванла пурăнни пирки мар-ха, чăваш культури çинченех пуçарас килет. Мĕн чухлĕ калаçатпăр-çыратпăр пулĕ, кашнинчех чун кÿтсе килнипе сăмахлатпăр - шел те, хуллен чакса пыратпăр!!! Шутпа та, чунпа та... Çĕр çинчи чăвашсен йышĕ сахалланни темиçешне кăна пăшăрхантарать паян. Пĕр-иккĕн çеç пĕве пĕвелес тенипе шыв тулса лараймĕ. Аяккăн-маяккăн çÿремесĕр хальхинче чунăма мĕн канăçсăрлантарнине пĕлтересшĕн.

Савăт-сапа çăватăп хайхи. Коридорта пĕр пысăк кухня пирĕн. Пĕри апат пĕçерет, тепри темĕн тасатать, виççĕмĕшĕ кам мĕн калаçнине итлеме тухнă... Черетлин вара паян савăнăç. Ача садне çÿрекен хĕрĕ ташă кружокне кăмăллать иккен. Хисеп хутне тивĕçнĕ хайхискер. Эстрада ташшисемпе лайăх хиркеленет имĕш. "Маттур!" - терĕ пĕри. "Ырламалла!" - хутшăнчĕ тепри. "О-о-о! Эстрада ташши! Ахаль-махаль чăваш ташши çеç мар", - мухтарĕ виççĕмĕшĕ. Чунра темле тарăхупа вĕчĕрхенÿ çуралчĕ. Çавах калаçăва хутшăнас темерĕм. Каçа хирĕç чĕрре кĕрес килмерĕ. Шухăша путса çывăрма выртрăм. Кăмăла хуçнă калаçу нумайччен пуçран тухмарĕ.

Мĕншĕн-ха несĕлсен культурине хаклама пăрахатпăр? Е халăх ăсĕнче чăваш ташши урай ишĕлесле тăпăртатнипе çеç çыхăннă-и? Айван та-çке ăс-хакăлăмăр.

Еплерех илемлĕ ташшисем! Çакна курма пурне те пÿрмен-тĕр çав. Тепĕр тесен чăвашăн çеç мар, ытти халăхăн та культури, йăли-йĕрки пуян. Вĕсенче туйăмлăх, кăмăл-сипет туллин палăрать. Кашни ташă - хăй уйрăм пурнăç. Обществăра çакна курма-илтме, чĕре витĕр кăларма пултаракансем чакаççĕ-тĕр. Ташшисем вара кашнин расна. Тумĕ те, кĕвви те, ритмĕ те пĕрешкел мар. Ку хăй пысăк пуянлăх.

Тен, эпĕ ахалех вĕчĕрхенетĕп? Тен, эпĕ пачах тĕрĕс мар шухăшлатăп? Тен, паян чăн та эстрада ташши пахарах? Çук, темле пулсан та аваллăха манăçа кăлармалла мар. Вĕсене асра тытмалла тени йăла-йĕркепе çеç пурăнмаллине пĕлтермест-çке. Çĕннине те шĕкĕлчемелле, паллах, тĕпчемелле, алла илмелле. Анчах историе асра тытмалла.

Хама канăçсăрлантаракан ыйтупа Халăх пултарулăх çурчĕн халăх пултарулăх уйрăмĕн ертÿçипе Светлана Лаврентьевăпа канашларăм. "Халăх ташшине ташлакан халĕ питĕ сахал. Çамрăксем эстрадăна кăмăллаççĕ темелле-и? Сиккелесе хускалма чылай çăмăлрах-çке. Халăх ташшинче вара - чăвашăн-и, вырăсăн-и, тутарăн-и - чи кирли - пластика. Ансатах мар. Турă пани кирлĕ ташлама. Сцена çине тухиччен нумай тарламалла", - терĕ вăл.

Япăххипе лайăххи яланах юнашар çÿреççĕ-ха. Çавăнпа та савăнмалли те пурах. Пултаруллă ывăл-хĕр сахал мар-ха чăвашăн. Акă, сăмахран, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан "Сувар" ташă ушкăнĕ вăтăр çул ытла сцена çинче. Репертуарĕ мĕн тери пуян! Республикăра вĕсем çитмен кĕтес çук. Раççейре çеç мар, чикĕ леш енче те паллаççĕ ушкăна. Ташшисем мĕнешкел илемлĕ! Çавна нивушлĕ асăрхамăн?

Манăн эстрада ташшисене кăмăллакансене хурлас килмест. Кашнин хăйĕн чун туртăмĕ. Вĕсене пĕр тараса çинче виçме хăтланни вĕчĕрхентернĕрен çеç сÿтетĕп сăмах çăмхине. Ăна халăх ташшипе танлаштармалла мар тесшĕн.

Республикăра ачасен те, аслисен те ташă ушкăнĕсем çителĕклех. Тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ вĕсем. Акă Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Лювов ертсе пыракан ачасен халăх ташшисен "Телей" ансамблĕ те аван ĕçлет. Эпĕ пĕлменни-илтменни те темĕн чухлех. Тăван халăхăмăра, унăн историне, чĕлхине, йăли-йĕркие хаклама, упрама пĕлнишĕн тата ăнтăлнишĕн хисеплетĕп вĕсене.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.