- Чăвашла верси
- Русская версия
Çилпе вĕçнĕ çамрăклăх
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи кĕрлесе иртнĕ кунсем пиртен аякка та аякка юлаççĕ. Вăрçă ветеранĕсен йышĕ те çулсерен сахаллансах пырать. Пурăнаканни те паян куçĕ япăх курнипе, хăлхи илтменнипе, алли-ури итлеменнипе асапланать. Вăр-варлăхне çухатманнисем питех те сайра. Çавăнпах чылайăшĕ ачисен, тăванĕсен хÿттинче пурăнать.
Акă Çĕрпÿ районĕнчи Янтушри Анастасия Егорова та халĕ хĕрĕпе кун кунлать. Амăшĕ йывăр чирлесен Антонина ывăлĕпе яла куçса килнĕ. Унтанпа 20 çул та çитнĕ ĕнтĕ.
Сăмах май, çак кунсенче пилĕк ача амăшĕ 92 çул тултарать. Ку тапхăрта мĕн кăна курса-чăтса ирттермен-ши? Колхоз тунă вăхăтра вĕсене килсĕр хăварнă, çуртне хуçалăх пурлăхне куçарнă. Кулак ачисем тесе айăпланă. Ялта пĕчĕк лавкка тытакан арçыннăн ачисен аллинчен юлашки çăкăр татăкне туртса илнĕ. Çемье арканнă: ашшĕ-амăшĕпе аслă ачисене Çĕпĕре ăсатнă, Анастасия Григорьевнăпа шăллĕне яла хăварнă. Хăйсем çинчи тумтирпе тăрса юлнăскерсем пĕр кÿршĕрен теприн патне çÿренĕ. Пĕрер çĕр каçнă та - урăх хÿтлĕх шырама тивнĕ. Кăштахран ачасене хăйсем патне илекен тупăннă. Трофим Степановпа мăшăрĕ йышăннă вĕсене.
7 класс пĕтернĕ Наçтук ăслă-тăнлă пулнине курнă-сиснĕ арçын ăна малалла вĕренме ярас кăмăллă пулнă. Анчах арăмĕ Мироппи аппа хирĕçленĕ имĕш. «Эпĕ ăна хамăр пата вĕренме илмен», - кăмăлсăрланнă вăл.
- Пуян тесе ахалех пăлхатрĕç пире. Ача-пăчаллă çынна килсĕр хăварчĕç. Питĕ кулянатăп куншăн. Халĕ ун пек мар чаплă пурăнаççĕ. Никама та нимĕн те тумаççĕ, - телейсĕр ачалăхĕшĕн халĕ те вĕчĕрхенет ветеран.
«Пĕрмай ĕçлеттеретчĕ. Ирех тăратса чуста çăртаратчĕ», - каласа кăтартатчĕ анне», - тет Антонина Николаевна.
Вăрçă пуçлансан Анастасия Григорьевна фронта тухса каять. Мускав çывăхĕнчи вăрмансенче «хуçаланнă» вĕсен отрячĕсем. Зенитчица-ракетчица пулнă чăваш хĕрĕ. Хăйĕн тивĕçне - нимĕç самолечĕсене хула çывăхне ямалла пулман - тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшнă. Унсăр пуçне разведкăна çÿренĕ. Унта, паллах, пурне те яман. Вырăсла лайăхрах пĕлекенсене, ытлашши калаçманнисене шаннă ку ĕçе. Çапла вăл çĕрлехи вăрман витĕр хăранине пăхмасăр пĕр чаçрен теприне кирлĕ хутсене сахал мар илсе çитернĕ. 1945 çулта Яппун вăрçине те çитнĕ чăваш хĕрĕ.
Вăрçăран таврăнсан Анастасия Григорьевна хăйĕн ентешĕпе - Николай Егоровичпа - пĕрлешнĕ. Кил хуçи те салтак атти тăхăннă, фронтри чи хаяр çапăçусенче пулнă. Виççĕмĕш хутчен амансан - пуля ури витĕр тухнă - килне янă. Шел, вăл тăванĕсенчен 1989 çултах уйрăлса кайнă.
- Çамрăк ĕмĕр çилпе вĕçсе кайрĕ, - тет тăварлă куççульпе тулнă куçне пытараймасăр кинемей. Вăрçă ветеранĕ хăйсене амăшĕнчен уйăрса килсĕр хăварнине халĕ те каçараймать пулмалла. Вилĕме куçран пăхнă хăрушлăхран ытла телейсĕр ачалăхне аса илсе кулянать.
Жуков орденĕ, II степень Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕ, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль, «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль, тĕрлĕ çулти юбилей медалĕ - пурне те тивĕçнĕ Анастасия Егорова. Паллах, пĕри те çăмăллăн лекмен. Ÿсекен ăру çак орден-медаль хакне чухламасть çав. Çавăнпах ăна тирпейлĕн упрама та ăнтăлмасть-тăр.
Шел, асăннă наградăсене пĕрне те куçпа кураймарăм. Орден-медальсен удостоверенийĕсем çеç тăрса юлнă. Мăнукĕ Павел вĕсене пĕтĕмпех сутса янă. Нумай тупăш илнĕ-ши? Ас тăвăм пахарах мар-ши? Халĕ хăй кукамăшне панă хваттерте пурăннине шута илсен çамрăкăн ватта пушшех хисеплемелле, упрамалла, унăн ас тăвăмне хакламалла пек туйăнать те... Çук çав... Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле тесе ахаль каламан.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас