Татьяна НАУМОВА

7 Пуш, 2015

«Физкультура урокĕ» - чиперуксем валли

Вăрмар районĕнчи Тикашра маттур та ÿркенмен хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Эрнере виçĕ хутчен шкулти спортзала пуçтарăнаççĕ. Чăн-чăн физкультура урокĕ иртет кунта! Чупаççĕ, сикеççĕ, тĕрлĕ хускану тăваççĕ, кире пуканĕ çĕклеççĕ арăмсем. Баскетболла е волейболла та выляççĕ.

28 Нарăс, 2015

Кĕмĕл çакса çÿренĕ халăх çăпата сырнă-и вара?

Икĕ çул каялла Чăвашсен обществăпа культура центрĕ çумĕнче "Тарават" ансамбль йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ наци премийĕн лауреачĕ пулма та ĕлкĕрнĕ вăл.

28 Нарăс, 2015

Укçа шута юратать

2014 çулта чăваш полицейскийĕсем коррупципе çыхăннă 500-е яхăн преступление тупса палăртнă, 100 ытла çынна уголовлă яваплăх тыттарнă. Ку тата ытти цифрăсемпе журналистсене ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç ĕçлекен управленийĕн ертÿçи Андрей Семенов паллаштарнă.

16 Нарăс, 2015

Аслă çултисем ăмăртрĕç

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем кĕçнерникун пенсионерсен хĕллехи спартакиадине пухăнчĕç. Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр йĕркеленĕскере унăн уйрăмĕсене çÿрекенсем хутшăнчĕç.

14 Нарăс, 2015

«Çыртакан» хаксем

Юлашки вăхăтра хаксем ÿссе кайни - çынсене чи калаçтаракан ыйтусенчен пĕри. Эмелсем тĕлĕшпе пушшех пăшăрханать халăх: тем тесен те, чирли вĕсемсĕр пурăнаймасть-çке. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан пурнăçшăн уйрăмах кирлисен йышне кĕрекеннисем /вырăсла вĕсене ЖНВЛП тесе палăртаççĕ, 2015 çулта çак списокра - 567 ят/ 50 тенкĕрен йÿнĕреххисен хакĕ пушшех ÿсни паллă. Ятарлă списока кĕменнисенчен, халăх ытларах туянаканнисенчен Цитромон П тата Циннаризин уйрăмах хакланнă.

Pages