Татьяна НАУМОВА

13 Ака, 2015

Журналистсем - Каçал çĕрĕнче

Каçал ен - издательство çуртĕнче ĕçлекен чылай çыншăн çуралнă тăван кĕтес. Директор-тĕп редактор Валерий Туркай та, унăн заместителĕ Геннадий Максимов та çак тăрăхра çуралса ÿснĕ. Журналистсен йышĕнче те Комсомольскинчен тухнисем сахал мар. Чылайăшĕ кĕçнерникун ентешĕсемпе тĕлпулма çула тухрĕ.

11 Ака, 2015

Чир сарăласран

Юлашки вăхăтра какайпа сĕт, пыл тата выльăх-чĕрлĕх ытти продукцине апат-çимĕç хăрушсăрлăхне çирĕплетекен документсăр, санкцилемен вырăнсенче сутнă тĕслĕх нумайланнă. Асăннă çимĕçсене çынсем йĕркене пăссах урамра е пĕр-пĕр çурт картишĕнче, пахчаçимĕç сутма уйăрнă вырăнсенче алăранах сутаççĕ.

11 Ака, 2015

Малаллах, çÿлеллех...

Республикăра спорта аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна 60 яхăн спорт объектне хута ячĕç, çĕнетрĕç. ФСКсем, катоксем, футбол уйĕсем... тумашкăн федераци, республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен 4,7 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăçал патшалăх пулăшĕвĕпе усă курса Шупашкарта «Олимпийский» стадиона çĕнетесшĕн, Пăр керменĕн строительствине вĕçлесшĕн. Çавăн пекех маунтинбайк центрне туса пĕтерме, биатлон комплексне çĕклеме шантараççĕ. Республикăри спортпа физкультура объекчĕсен йышне çывăх вăхăтрах Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи ФСК пуянлатмалла.

6 Ака, 2015

Канаш аталанĕ

Юлашки çулсенче Раççейри хуласене патшалăх пулăшăвĕпе пайăррăн аталантарасси вăй илет. Кун пек çăмăллăхпа халиччен республикăри икĕ хула - Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр - усă курнăччĕ.

Кăçал çакăн йышши пулăшăва Канаш тивĕçнĕ - вăл Раççейри 5 монохула йышне кĕнĕ.

Çак эрнере ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Монохуласене аталантармалли фонд» генерльнăй директорĕпе Дмитрий Скривановпа тĕл пулнă. Тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин та хутшăннă. Унта монохулана аталантармалли тĕп килĕшĕве алă пуснă.

28 Пуш, 2015

Акăш та - амăшĕ...

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ - Кайăксен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Çак уява халалласа республикăри çамрăк орнитологсем ытларикун Чăваш наци музейне наука-практика конференцине пухăнчĕç. Кăçалхипе вăл улттăмĕш хутчен иртрĕ.

Pages