Комментари хушас

4 Юпа, 2014

«Классика нихăçан та ывăнтармасть»

Професси уявĕ умĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе Валентина Беловăпа тĕл пултăмăр. Халĕ тивĕçлĕ канура вăл. Апла пулин те пĕрре те ахаль лармасть. Пахча тулли тĕрлĕ çимĕç, чечек-курăк ÿстерет. Сивĕ кунсем çывхарнине пăхмасăр тĕрлĕ илем сÿнменччĕ-ха унăн пахчинче. Çавăнпах çулла кунта мĕн тери çăтмах пулнине куç умне кăларма та çук-тăр.

- Йĕри-тавра тутлă шăршă сарăлтăр тесе ятарласа ырă шăршăллă табак, маттиола, каçхи фиалка, петуни, мирабилис акатăп. Каçхине сак çине тухса ларатăп та çак илемпе савăнатăп. Чечекĕсем те хитре, шăрши тата мĕне тăрать! - хавхаланса каласа кăтартать Валентина Александровна. - Эпĕ çут çанталăка питĕ юрататăп. Вăрмана çÿреме килĕштеретĕп. Хура кĕркунне те темиçе хутчен çитсе килетĕп, мĕншĕн тесен унта пачах урăх сывлăш.

Кĕреплепе те пуçтарса пĕтерес çук...

- Кăмпа та пуçтаратăр пулĕ. Пурне те паллатăр-и? - кăсăкланатăп эпĕ.

- Çиме юрăхлипе юрăхсăррине лайăх уйăратăп. Кăçал темĕн тĕрлĕ кăмпа та пур. 2 витре хыр кăрăçĕ пухрăм. Шурă кăмпа та самаях тупрăм. Масла кăмпи, хурăн кăрăçĕ, сыпăкли - вăрман тулли.

Çут çанталăка Валентина Александровна мĕн ачаранах юратать. Ара, ял ачи вĕт. Вăрмар районĕнчи Арапуç тăрăхĕнче те вăрмансем пур. Ашшĕ вăрçăран урасăр таврăннăскер ир вилнĕ. Амăшĕ пĕрмай вăрман касма çÿренĕ. Çаппине киле илсе кайма ирĕк панă. Ара, пÿрте хутса ăшăтмалла вĕт - çавна турттарнă Валентина пĕртен-пĕр шăллĕпе. Аслисемпе мăйăра та нумай çÿренĕ.

- Çичĕ-сакăр çул мăйăр пулманччĕ, кăçал вара чылай. Йĕкел те йышлă. Çут çанталăк нумай çимĕç пачĕ ку çул. Пахчара та мĕн пур çимĕç тухăçлă çитĕнчĕ. Пан улми кун чухлĕ пулнине пачах та ас тумастăп. Кĕреплепе те пуçтарса пĕтерме çук. Шăтăка тултартăм пĕтĕмпех - ăшă йăран чаврăм. Пĕлтĕр те çавăн пекех тунăччĕ, - тет ăш пиллĕ хĕрарăм.

 

Агроном пуласшăнччĕ

Тавралăха, çут çанталăка çав тери юратнăран ăна биолог теес килет. Вăл вара - вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ.

- Агроном пулас кăмăл пысăкчĕ. Тырă уй-хирĕ тăрăх утса çÿрес килетчĕ. Тухтăр ĕçĕ те илĕртетчĕ. 10 класс пĕтерсен агрегат заводне кайрăм. Çулталăк фрезеровщикра тăрăшрăм. Инженер пулма шухăшланăччĕ. Чул хулари политехника институтне направлени паратпăр терĕç. Юлташ хĕрĕ килчĕ те Канашри педагогика колледжне пыма хистерĕ. Кайрăмăр та хатĕрленмесĕрех кĕтĕмĕр. Çапла вĕренсе те тухрăмăр, - çамрăк чухнехине аса илет Валентина Белова.

1965 çулта аллине диплом илсен вăл Вăрмарти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентме тытăнать. Кăштахран хăйсен ял каччипех Василипе çемье çавăраççĕ. Хусанта выльăх тухтăрне вĕреннĕскере Краснодар тăрăхне яраççĕ. Йĕппи ăçта - çиппи те çавăнта тенешкел çамрăк арăм та мăшăрĕнчен юлмасть. Унта вĕсен аслă хĕрĕ Оля çуралать. Шел, вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ. Икĕ çултан Беловсем Чăваш Ене таврăнаççĕ. Ял хуçалăх министерстви Василий Константиновича Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар хуçалăхне ярать.

Ку тăрăха килсен малтанах хĕрарăм Чăрăш Туçара пионервожатăйра ĕçлет. Икĕ çултан ăна педагогика институтне филологи факультетне вĕренме яраççĕ. Çав çулах вăл Кăнарти вăтам шкулта вырăс чĕлхи вĕрентме тытăнать.

Литература учителĕнчен, паллах, камăн пултарулăхне ытларах килĕштернине ыйтса пĕлтĕм. 18-19-мĕш ĕмĕрсенчи произведенисене кăмăллать вăл. Толстой, Достоевский хайлавĕсене, Лермонтовпа Пушкин сăввисене халĕ те час-часах тытса вуланине пытармасть.

- Паянхи пурнăçпа хальхи ыйтусене çĕр-ик çĕр çул каяллах уçса-кăтартса панă вĕсем. Çамрăк писательсене хакламастăп. Донцовăпа Устиновăна вуламастăп та, - пытармасть Валентина Александровна. - Чăваш литератури те пуян. Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" романне килĕштеретĕп. Темле пулсан та классика темиçе хутчен тытсан та ывăнтармасть.

 

"Ĕçрен вăхăтра каймалла"

Шкула çÿреме пăрахсан та пĕрре те тунсăхламан вĕрентекен. Ара, унăн чун киленĕçĕ пур-çке - çĕр ĕçĕ. Унсăр пуçне вăл тĕрлеме юратать. Малтанах алла йĕппе çип тытма вăхăт çитмен пулсан халĕ пĕчченех пурăнаканскер кăмăл туличчен тирет йĕппине. Темĕн тĕрлĕ илемлĕ картина ăсталать.

- Ĕçрен вăхăтра каймалла - хăваласа яриччен. Ячĕшĕн те пулсан кăштах ĕçле тетчĕр, - кулать ырă кăмăллăскер.

Тивĕçлĕ канура пулин те вĕрентекен тивĕçне манма памаççĕ ăна. Хăй ăс панă ачасен ачисене пулăшать тепĕр чухне, экзамена хатĕрлет.

- Вĕренекенсем манманни хавхалантарать. Кашни çулах тĕл пулăва чĕнеççĕ, - хăпартланать Валентина Александровна.

Кукамăшне икĕ мăнукĕ тунсăхлама памаççĕ. Шупашкарта пурăнакан Илга хĕрĕн Ярославпа Таня çитĕнет.

 

Картари пурнăç

- Çулĕ çитмĕле çитсен те чунĕ çамрăк, ватăлмасть, - сăмах çăмхине малалла сÿтет вăл. - Йывăр вăхăта лексен те ачалăх вăл яланах хаваслă, çав тери пуян, интереслĕ. Эпир ÿснĕ чухне ялта çамрăк нумай пулнă. Вăййа тухнă. Çулла каç пулсан ялта купăс сасси каймастчĕ. Виçĕ-тăватă тĕлте такмак каласа юрлатчĕç-ташлатчĕç.

- Купăс сасси аса килсен тунсăх пусмасть-и? - тĕпчетĕп.

- Халĕ ялсенче шăп. Çамрăксем çукпа пĕрех. Пурри те эрех ĕçет. Интереслĕ пурăнма пĕлмеççĕ - компьютер кăна кирлĕ вĕсене. Çамрăксемпе ваттисем ĕлĕкхи пек туслă пурăнмаççĕ. Çурт-йĕрне чăх-чĕп вĕçсе каçайми карталаса илеççĕ те никампа хутшăнмасăр пурăнаççĕ, - тарăн шухăшне палăртать Валентина Белова.

- Йăла-йĕрке каялла таврăнмастех пулĕ. Çапах та савăнмалли те пур: пушă çуртсене туянаççĕ. Хула халăхĕ ялалла туртăнни сисĕнет. Кивĕ пÿртсене илеççĕ, юсаççĕ, çĕнетеççĕ. Уйсенче тырă вырăнне йывăç ÿсни пăшăрхантарать тата. Хирсене акса-сухалаççĕ-ха, анчах пурне те мар-çке. Колхоз-совхоз вăхăтĕнче йăлтах сухаланă. Тракторпа кĕрейменнине алпа чавнă, - вĕçлерĕ калаçăва вĕрентекен.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.