Луиза ВАСИЛЬЕВА

15 Юпа, 2015

Чĕрем вут пек çунать, куçăм хĕрелсе шывланать

Ывăлĕшĕн паракан пособи укçине паян та куççуль витĕр илчĕ Нина Георгиевна Сергеева. Пÿрте кĕрсен те алли çаплипех чĕтрерĕ, куçĕ хуралса килнĕрен вăйĕ пĕтнине туйрĕ, кресло çине ларчĕ. Нухрата сĕтел çине хучĕ...

8 Юпа, 2015

Вăрман... хурăн хуппи... Йăлтах Оля ĕçĕнче

Çуллахи вăхăтра ача-пăча аслисемпе вăрмана кайсан тÿрех хĕп-хĕрлĕ пиçекен çырла еннелле туртăнать. Кĕркуннесерен вара кăмпасем пухать пулсан, Шупашкарти 6-мĕш шкулăн 5 «в» класĕнче вĕренекен Оля Антиповăн пачах урăхла шухăш-тĕллев.

27 Çурла, 2015

Хĕвел алă сулса «ăсатрĕ» Йĕпреçе!

Урамра иккĕн сак çинче кăмăллăн шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тăвансем вĕсем: Данилка Николаевпа Арина Николаева. Канаш районĕнчи Алешево ялĕнче пурăнакан арçын ача çак тĕлпулăва хăçантанпа кĕтсе пурăнчĕ!

13 Çурла, 2015

Манăн икĕ асанне - пуç таятăп вĕсене!

Паян ир-ирех вăранчĕ Сашук. Ыйхине çĕнтерес тесе куçне сăтăркаларĕ те сарайне васкарĕ. Черетпе тăратса тухнă вăлтисене пĕр хушă пăхса тăчĕ те: «Вăлти нумай-ха пирĕн, анчах паян çĕннипе, Мускавран туяннипе пĕве хĕррине каям-ха. Пысăк хулара темиçе кун пурăнса пĕвешĕн, унти пулăсемшĕн тунсăхларăм вĕт», - терĕ савăнăçлăн арçын ача.

Pages