Комментари хушас

8 Юпа, 2015

Вăрман... хурăн хуппи... Йăлтах Оля ĕçĕнче

Çуллахи вăхăтра ача-пăча аслисемпе вăрмана кайсан тÿрех хĕп-хĕрлĕ пиçекен çырла еннелле туртăнать. Кĕркуннесерен вара кăмпасем пухать пулсан, Шупашкарти 6-мĕш шкулăн 5 «в» класĕнче вĕренекен Оля Антиповăн пачах урăхла шухăш-тĕллев. Вăрмана çитсенех тÿннĕ хурăнсем еннелле хавассăн утăмлать.

- Анне, анне, кур-ха, паян та, ак, киле хурăн хуппи тултарнă сумкăпах каятпăр, - тесе йывăçа аллипе сĕртĕнет.

- Вăрман пуян вăл, унта тем те пур. Çавăнпа, хĕрĕм, паллах пушă таврăнмастпăр. Ан пăшăрхан. Пуçтаркаласа кайăпăр хурăн хуппи. Ара, вĕсем пире питĕ кирлĕ-çке, - тет амăшĕ тĕпренчĕкĕ çине юратса пăхнă май.

- Анне, эпĕ вăрман шавне илтетĕп. Вăл мана кăмăлланине сисетĕп. Чун савăнать. Çавăнпа та чĕрере пысăк вăй пулнине туятăп. Йывăçсем патне утнă чухне манăн чĕре хăвăрттăн тапать, - тет кĕçĕнни аслине.

Картинисем юрă пек илемлĕ

Вăрман... хурăн хуппи... Ольăшăн чун иленĕçĕ... Виçĕ çул каялла Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çуртне пĕр-пĕр кружока çырăнас тесе амăшĕпе, Марина Алексеевнăпа, çул тытнă. Пÿлĕмсем тăрăх çÿренĕ май, хурăн хуппирен ăсталанă, куçа илĕртекен картинăсен умĕнче чарăннă.

- Анне, кур-ха! Кур! Мĕн тери илемлĕх. Манăн та çакнашкаллисене пурнăçласа пăхас кăмăл пур. Эсир хирĕç пулмасан çак кружока çÿрĕп те, - пат татса каланă хĕрача çавăнтах.

...Надежда Ивановна Степанова педагог, çирĕп йĕркене юратаканскер, кружокра пĕрин патĕнчен теприн патне çÿресе, хурăн хуппипе еплерех хитре картинăсем тума май пуррине тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса, кăтартса панă. Хăшĕ-пĕрин кăшт мĕн те пулин ăнмасан, ăна çийĕнчех хаваспах пулăшнă.

- Хут çине пĕр пай хурăн хуппи хурсан та - ĕç пуçланнине пĕлтерет. Йăлтах çыпăçтарса пĕтерсен - картина хатĕррине кăтартать. Çавăнпа кашни татăкне тĕрĕс вырнаçтарасси - хамăртан килет. Çапах та кунта нумай ĕçлемелле, тар тăкмалла. Алăри хурăн хуппи хăй тĕллĕн нимĕн те тăваймасть, - тенĕ пĕрремĕш кунхинех Надежда Ивановна.

Хут çине пĕтĕм этем кăмăлне каймалла ÿкерчĕк тăвасси çăмăл маррине ăнланса илнĕ Оля. Çапах хăй тĕллевĕнчен пачах пăрăнман. Пĕрремĕш картинине тунă чухне нумайччен асапланнă. Малтанах хурăн хуппине кирлĕ пек вырнаçтарайман. Çитменлĕхĕсене асăрхаса илнĕ те питĕ вырăнлă çыпăçтарнă. Чылайччен тăрмашнă хыççăн тин хăй ĕçне туса пĕтернĕ.

- Оля! Мĕнле ăста ача эсĕ! Епле маттуррине хăв та чухлаймастăн ахăртнех. Эсĕ искусствăра ĕçлемелли çын. Санăн ку енĕпе вĕренме каймаллах, - хавхалантарнă вĕрентекен.

Пултаруллă педагог хăпартлантарнăран паян Ольăн ĕçĕсем республикăра çеç мар, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ куравсенче пулаççĕ. Жюри членĕсем картинисене тивĕçлипех хаклаççĕ. «Унăн хÿхĕм ÿкерчĕкĕсем юрă пек ытла та кăмăллă», - теççĕ ĕçĕсене пахаласа. Чăн та, çитĕнĕвĕ куç умĕнчех. Амăшĕ те хĕрĕн пултарулăхĕшĕн савăнать, кирек хăçан та ăна пулăшма вас-кать.

- Килте пушă вăхăт тупăнсан алла тÿрех хурăн хуппи тытать. Ун пек чухне вара пÿртре таçта та çÿп-çап йăваланать. Ачана вăрçмастăп, ĕçне вĕçлесен урайне типтерлĕн шăлса каять. Чăн та, картинăсем хама та килĕшеççĕ, - тет Марина Алексеевна.

Оля ытларах ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан картинăсем тума тăрăшать.

- Хулара пĕрле пурăнакан сакăрвун иккĕри кукамай, Евлампия Гавриловна Никитина, час-час хăй пурнăçне аса илет. Тимлĕ итлетĕп унăн сăмахĕсене. Вара ĕçе пуçăнатăп. Паянхи куна ак çакнашкал картина çырăннă манăн. Ĕлĕкхи пÿрт... Ун умĕнче - лаша ураписем. Çывăхрах арçын хуçалăхра тăрмашать. Кукамая килĕшрĕ эпĕ ăсталани. «Ах, ачам, аллу пырать те вара санăн. Маттур», - тет хавхалантарса. - Тепĕр вĕçлесе пĕтерейменни те пур-ха. Каллех кукамай каласа панине тĕпе хурса «çыратăп».

Хĕллене — виçĕ михĕ

Кукамăшĕ çав тери юратать Ольăна. Вăл шкултан таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. Мăнукĕ алăка уçса хваттере кĕрсен ачаллах хĕпĕртет вара. Ыйту хыççăн ыйту парать.

- Ну, паянхи кун епле иртрĕ? Хăш предметпа мĕнле паллă илтĕн? - кăсăкланать çине-çинех.

- Кукамай, йăлтах йĕркеллĕ. Маншăн ан пăшăрхан. Атя, апатланар-ха. Кайран иксĕмĕр ларăпăр. Эпĕ каллех алла хурăн хуппи тытăп. Эсĕ мана ăса вĕрентекен юмах-халап каласа парăн, - тесе хĕрача чей хатĕрлет, апат янтăлать.

- Мăнукăм, хăв ăсталанă картинăсем нумайланчĕç. Мĕншĕн сутмастăн? Хитрескерсене илес текен тупăнатех ĕнтĕ, - сăмах çăмхине сÿтет юратнă çынни çаплипех.

- Уй, кукамай, пулмасть манран сутасси. Пĕтĕм чун-чĕререн юратса пурнăçланă ĕçсене такама пама вăй-халăм çитес çуках. Кур-ха, капла та тĕпелте хитрен çакăнса тăраççĕ-çке. Капла хăть килен-каян курса, савăнса, тĕлĕнсе каять. Çакă та маншăн паха, - çирĕплетет хĕрача кукамăшĕ çине кăмăллăн пăхса.

- Э-э-э, юрĕ-çке апла. Хăвăнне пĕл ĕнтĕ. Чăн та, вĕрентни кирлĕ мар кунта. Эх, Оля, эсĕ киле таврăнсанах хваттер тулнăн туйăнать, пÿлĕмсенче ăшăлăх хуçаланма тытăнать. Ах, паянхи пурнăçпа савăнса çеç пурăнатăп-çке эпĕ, мăнукăм. Эсир, юратнă çыннăмсем, юнашар. Сĕтел çинче çиме çăкăр пур. Çакă чи пахи. Пире, ултă ачана, анне пĕччен пăхса ÿстернĕ. Нуши-тертне чылай астиврĕмĕр ĕнтĕ. Аттене, фронта тухса кайнăскере, тăван тăрăха каялла таврăнма шăпа пÿрмен. Хĕрÿ çапăçура Тăван çĕршывшăн пуçне хунă. Йывăр пурнăçа пула шкулта та вĕренеймен эпĕ. Çавăнпа паян санăн çитĕнĕвÿшĕн чунтан хĕпĕртетĕп, мăнукăм, - тет Евлампия Гавриловна.

...Ольăпа амăшĕ кăçал хĕллене валли Атăл леш енчи тата Сĕнтĕрвăрри вăрманĕсене çитсе виçĕ михĕ хурăн хуппи хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ.

- Хамăра валли кăна мар, кружока çÿрекен мĕнпур ачана усă курма ирĕк паратпăр эпир. Ан тив, вĕсем те картинăсем туса пултарулăхĕсене аталантарччăр, - тет Оля хавхаланса.

Ольăн тĕллевĕсем пысăк. Унччен дизайнер е фотограф, тен, художник пулас ĕмĕтпе пурăнаканскерĕн паян шухăшĕ улшăннă. Вăл технологи учительне вĕренес тĕллевлĕ. Тепĕр чух кивĕ япаласене касса хăйне валли тумтир ĕçлеме кăмăллаканскере класс ертÿçи Наталия Николаевна Алексеева та хавхалантарать. Хĕрача класа кĕмессерен педагог ун çине ăшшăн пăхса:

- Ну, Оля, паян пире мĕнпе тĕлĕнтеретĕн-ха? - тет.

- Наталия Николаевна, мĕн те пулин çĕнни пулсанах Сире хыпарлăп, хамăн савăнăçа пĕрле вĕренекенсемпе пайлăп, - хуравлать хирĕç мал ĕмĕтлĕскер.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Шупашкар,

6-мĕш шкул.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Оля Антипова амăшĕпе Марина Алексеевнăпа тата класс ертÿçипе - Наталия Николаевна Алексеевăпа.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.