Луиза ВАСИЛЬЕВА

9 Утă, 2015

Ӳсĕ тутлă купăста, савăнтарĕ тухăçпа

Кăн-кăвак куçлă та çырă çӳçлĕ, хаваслă Ксюша тус-юлташĕпе урамра темччен выляма кăмăллать.

- Шкула кайиччен тăраниччен выляса юлас килет манăн. Кайран унта нумай ĕç-пуç пуçланать. Вуламалла, çырмалла, задача шутламалла... Пушă вăхăт сахалланать, - ăнлантарать Ксюша.

28 Çу, 2015

Сывă пул, юратнă шкулăм!

Иртнĕ эрнере шкул ачисемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çуллахи каникула чăтăмсăррăн кĕтекен ачасен пит-куçĕнче йăл кулă палăрчĕ. Парта хушшине юлашки хут ларнă çамрăксен куçĕсем куççульпе тулчĕç.

21 Çу, 2015

Йăх-несĕле асра тытса

Шупашкарти 6-мĕш шкулăн 2 «г» класĕнче вĕренекенсем мăн аслашшĕсемпе мăн кукашшĕсене асра тытса заметка çырчĕç. Ара, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ-çке.

30 Ака, 2015

Кадет тумĕ мăнаçлантарчĕ, Çитĕнÿ тума çунатлантарчĕ

«...Татьяна Павловна Ефимова - тăрăшуллă педагог-директор. Вăл хастар пулнăранах вĕренÿ ĕçĕ кунсерен аталанать. Классенче çутă та таса, пур çĕрте те чечексем куçа илĕртеççĕ. Илемлĕ, кирлĕ стендсем те тем чухлех. Хулари шкулсенчен пĕрре те кая мар.

Pages