Луиза ВАСИЛЬЕВА

23 Ака, 2015

Çутă ĕмĕт пурнăçланчĕ, Чун-чĕре те хăпартланчĕ

Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн Анатолий Иванович Григорьев ячĕпе хисепленекен кадет класĕ Мускавран çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалланă «Стройпа юрă смотрĕ.

23 Ака, 2015

Тунсăхлама вăхăт çук

Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси шкулĕн 2-мĕш класĕнчи Володя Козлов - лидер. Вĕренÿре ăна çитекен çук. Хитре почерклă арçын ача пур предметпа та «5» паллăпа вĕренет. Класс ертÿçи Надежда Евлогиевна Антонова урокра мĕн ăнлантарнине пĕр сиктерми итлесе ларать, ăша хывать.

9 Ака, 2015

Асрах эс, аннеçĕм, асрах эс, атте, Мана шеллемерĕр-çке темшĕн пĕртте...

Куç умĕнче - Вăрнар районĕнчи Отиккăвă ялĕ... Лиза васкамасăр утать. Хутран-ситрен чарăнкаласа тăрать, йĕри-тавралла пăхкалать. Аван-çке тăван тăрăхра.

19 Пуш, 2015

Кунтах юнгăсем... Спецназсемпе кадетсем

Калинино шкул директорĕ Татьяна Павловна Ефимова кунта вĕрентекен пулса килнĕренпе нумай шыв-шур юхнă. Ун чухнех вăл: «Ачасен лайăх енĕсене аталантарма вăй-халăма хĕрхенмĕп», - тесе хăйне хăй сăмах панă. Чăн та, çав сăмаха çилпе вĕçтермен хастар педагог.

12 Пуш, 2015

Туятăп, телейлĕ самант çитетех!

Улттăмĕш космонавт класĕнчи Анжела Александрова - ушкăнри лидер. Ăна тус-юлташĕ-сем çеç мар, педагосем те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вĕренÿре те, спортра та ытти обществăлла ĕçсенче те хастар вăл.

Pages