- Чăвашла верси
- Русская версия
Асрах эс, аннеçĕм, асрах эс, атте, Мана шеллемерĕр-çке темшĕн пĕртте...
Куç умĕнче - Вăрнар районĕнчи Отиккăвă ялĕ... Лиза васкамасăр утать. Хутран-ситрен чарăнкаласа тăрать, йĕри-тавралла пăхкалать. Аван-çке тăван тăрăхра.
Авă автансем пĕр-пĕринпе ăмăрт-малла авăтаççĕ. Вăхăтран-вăхăта йытă вĕрнĕ сасăсем те хăлхана кĕреççĕ. Çывăхра пĕр çурт çумĕнче шăши хăваласа ывăннă кушак хĕвел ăшшинче киленсе выртать. Темĕн- ле тĕлĕк курать ахăртнех, хушăран-хушă чĕтренкелесе илет. Хутран-ситрен хÿрине вылятать те каллех лăпланса выртать.
- Пĕç-пĕç! Пĕç-пĕç! Кăнтăрлах паппа тăватăн-им/ - тенине илтсен, вăл, тутлă ыйхинчен вăранса анасларĕ те Лиза еннелле утăмларĕ. Хапхасем чĕриклетсе уçăлаççĕ. Пĕрисем картишрен тухаççĕ, теприсем каялла кĕреççĕ. Ĕç вĕресе тăрать çав ялта...
Лиза килтисем çинчен шухăшлать, иртнĕ кунсене чунне ыраттарса аса илет. Уйрăмах... ашшĕпе амăшĕ пуçĕнчен тухмасть... Вĕсене аса илет те... куçĕнчен куççуль шăпăртатать.
- Шел, питĕ шел... Тăван килте: «Килтех юл, ачам, ан кай», - тесе никам та калакан çук. Вутпа çунса тăракан чĕрене нихăçан та канăç пулаймĕ, - терĕ вăл йĕпеннĕ пит-куçне шăлса типĕтнĕ май.
Салху та кичем. Хăш енчен кăна çаврăнса пăхсан та, Лизăн чĕрине хĕпĕртеттерекенни çак вырăнта нимĕн те çук. Шухăшсем пĕр вырăнта тăмаççĕ. Çĕнĕрен те çĕнĕ сăнсем ун умне тухаççĕ. Ашшĕпе амăшĕсĕр иртекен пурнăç çав тери хурлантарать ăна.
Ача чухнехи кунсем, иртнĕ вăхăтри тĕтреллĕ ĕмĕт-шухăш саманчĕсем аса килеççĕ... Пĕр сăн хыççăн тепри улшăнса тăраççĕ. Çапах та хĕрачан чĕрине пĕр сăн хĕвел пек ăшăтать - Людмила аппăшĕ. Ăна аса илсен, суранланнă чĕри лăш пулать.
Акă халĕ те унăн сăн-пичĕ хĕвел çинче ялтăртатакан чие çулçи евĕрлĕн йăлкăшса илнĕн туйăнчĕ. Икĕ куçĕнчен пăчăртанса тухнă вĕри куççулĕ - савăнăçпа хурлăх куççулĕ - каллех питçăмарти тăрăх юхса анчĕ.
- Тавах аттен аппăшне, Людмила Максимовнăна. Йывăр вăхăтра мана ăнланса хăй хÿттине илнишĕн. Атте-анне вырăнĕнче пулса ырă канаш парса пурнăç сукмакĕпе сулмаклăн утма пулăшнăшăн, чун-чĕререн юратнăшăн, - терĕ хĕр шăппăн çеç.
2003 çулхи август уйăхĕн 26-мĕшĕ. Виççĕри Лиза килĕнче амăшĕпе кăна пулнă. Пиччĕшĕ Максим, амăшĕ вырăнне фермăна ĕне сума кайнă, ашшĕ килкартинче кăштăртатнă. Хĕрача хăй тĕллĕн выляса çÿренĕ. Сасартăках пÿртре сĕрĕм явăнма тытăннине, унтан çулăм алхаснине курсан вăл хăраса ÿк-нĕ. Тĕтĕмпе чыхăнса кайнăскер хăйне валли çăлăнăç шыранă...
Урамра сасартăк такам калама çук тискер, хăрушă сасăпа кăшкăрни ил- тĕннĕ.
- Пуша-ар!.. Çуна-ать!..
Пурте урама васканă. Васильевсен çуртне вут хыпнине асăрхаса унталла чупнă. Сывлăшра çулăм çÿлелле юпа пек тапса хăпарнă. Çулăм юпинчен пур еннелле хĕм сирпĕннĕ...
Шалта ача пуррине астуса тахăшĕ кантăка çапса çĕмĕрнĕ:
- Лиза! Лиза! Кунталла, чÿрече еннелле килсем! - тесе хыттăн кăшкăрнă.
Сиксе чĕтрекен хĕрача сасă еннелле ăнтăлнă. Хайхи арçын ăна çунакан пÿртрен самантрах туртса кăларнă. Ку вăл ашшĕн пиччĕшĕ, Юрий Максимович, пулнă.
Шел, Максимпа Лизăн амăшĕ вут-çулăмран тухайман... Ăна килтисем ĕçе кайнă пулĕ тесе шухăшланă. Çавăнпа çунакан çурта никам та кĕрес темен. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем «хĕрлĕ автана» парăнтарсан, Надежда Вячеславовнăн çунса хуралнă ÿтне тупнă...
- Ах, мĕн тери асапланса чунĕ тухрĕ пу-у-уль? Ах, - тенĕ кÿршĕ-аршă çамрăк хĕрарăма хĕрхенсе.
Çемье пуçĕ, Владислав Максимович, çак хăрушă ÿкерчĕке курсан, хăй ăçталла утнине пĕлмесĕр пĕрре урамалла тухнă, тепре каялла кĕнĕ. Чылайччен çÿренĕ вăл çапла ним пĕлмесĕр, алчăранă куçĕсемпе урăх ним курмасăр...
Ял халăхĕ, тăван-пĕтенĕ юлашки çула ăсатнă икĕ ача амăшне. Пĕчĕк Лиза çеç хăйсене инкек пырса çапнине ăнланайман... Ĕмĕрне те урăх амăшĕ ытамĕнче пулса, унăн ăшшине туйса, илемлĕ сассине илтеймессе тĕш- мĕртме те пултарайман.
- Юлашки хут пăхса юлăр аннĕре... - тенĕ виле пытарма килнĕ çынсем Максимпа Лизăна.
Тупăкра куçне хупнă, питне çĕр сăнĕ çапнă амăшĕ выртнă. Ним шухăшлама та пĕлеймен Лиза. Ытла та пĕчĕк пулнă-çке вăл...
Хĕрача хăй тĕллĕн, никам пулăшă-вĕсĕр ултă çултах вулама, çырма вĕреннĕ. Шкулта вара «5» паллăпа çеç вĕреннĕ.
Инкек çине синкек
Амăшĕсĕр тăрса юлнăранпа ĕнтĕ миçемĕш çул хĕл хăйĕн, шурă, кăпăшка, ăшă тăлăпĕпе çĕр-аннемĕр çурăмне витсе çывăрттарман-ши? «Вăхăт темле хуйха-суйха та йăвашлатать, вара йăлтах мантарать. Е тата ача-пăча пачах кулянма пĕлмест тесе çирĕплетет хăшĕ-пĕри. Çапла шухăшлаттаракан сăлтав та пур иккен: пĕчĕк этем татăлса макăрнă хыççăнах ахăлтатса кулма пултарать, питçăмарти çинчи куççулĕ те унăн çийĕнчех типет тесе калать. Ку сăмахсем тĕрĕс мар. Аннешĕн халĕ те чун ыратать. Ăна пытарнă кунхине тунă сăнÿкерчĕксене пăхса паянхи кунччен мĕн чухлĕ куççуль кăларман-ши?» - тесе пăшăрханнă шкул сукмакне такăрлатакан Лиза.
Ашшĕ, Владислав Максимович, йывăр лава пĕчченех туртса пынă. Ачисене мĕн кирлине йăлтах пама тăрăшнă. Тутлă апат-çимĕç пĕçерессипе те ăна çитекен пулман. Çăкăрĕ тата мĕн тери кăпăшка пулнă унăн! Пушар сиен кÿнĕ хуралтă вырăнне çĕннине хăпартса витсе те лартнă ĕçченскер.
- Çак çĕнĕ пÿрте хăвăртрах кĕресчĕ. Вара пурнăçĕ тата та çăмăлланĕччĕ, - ĕмĕтленнĕ кил хуçи.
Çулсем сисĕнмесĕр иртнĕ. Пиччĕшĕ шкултан вĕренсе тухнă. Ăна халăх йăли-йĕркипе салтака та ăсатнă. Çу çулĕпе кайса пыл çулĕпе каялла таврăнма пилленĕ.
2014 çул. Лизăна ашшĕ лагере ăсатса янă.
- Хĕрĕм, лайăх кан. Вăхăт çитсен, апрелĕн 23-мĕшĕнче каялла килсе илĕп, - тесе тĕпренчĕкне ыталаса ăшшăн çупăрласа хăварнă.
Лагерьти хаваслă кунсем çав тери хăвăрт иртнĕ. Хĕрача ачасемпе çăмăллăнах туслашнă, пĕрле тĕрлĕ вăйă-кулăра савăннă, мероприяти-конкурссене хутшăннă.
Апрелĕн 21-мĕшĕ. Лагере Люда аппăшĕн ывăлĕ килнĕ.
- Лиза, киле каймалла. Пуçтарăн, - тенĕ кĕскен çеç.
Хĕрача унăн сÿрĕк куçĕсене тÿрех асăрханă.
- Епле апла? Ара, вăхăт çитмен-çке киле кайма? Эпĕ отряд командирĕ. Туссене вăхăтсăр пăрахса кайма аван мар вĕт-ха. Сывпуллашу каçне те асра юлмалла ирттересшĕн. Чим, атте ман пата хăй килетĕп терĕ-çке. Мĕн пулнă? - çийĕнчех кăсăкланнă хайхискер.
- Лиза, каймалла... Итле мана, - тенĕ каллех кĕскен.
Аппăшĕн ачи урăх пĕр сăмах та каламан... Лиза вара лагерь вĕçленнĕ куна йăлтах урăхларах курма ĕмĕтленнĕ-çке. Ак çапларах... Çав кунхине ларма-тăма пĕлмест вăл. Йăлт та ялт пăхать кантăкран. Часах вăл лагерь çулĕ çинче ашшĕне курать. Алăкран ăна хирĕç тухса чупать вара. Ашшĕ те асăрхать юратнă хĕрне, уттине хăвăртлатать. Тĕл пулаççĕ те ĕмĕр курман пек ыталаса илеççĕ пĕр-пĕрне...
Ĕç-пуç вара вăл шухăшланă пек пулса тухайман...
Лизăна ашшĕ вилнине кайран çеç пĕлтернĕ. Пуçне аллисем çине хурса ăвăс çулçи пек чĕтренсе макăрнă Лиза.
- Мĕн тăвас ĕнтĕ халĕ манăн, мĕн тăвас?.. Ăçта кайса кĕрес?.. Мĕнпе лăпланас? - тесе ĕсĕкленĕ.
Çапла... Юратнă çынни ывăлне те салтакран кĕтсе илеймен, хĕрĕ патне те лагере çитеймен...
Люда аппа маншăн -
аттепе анне!
Паян Лиза Васильева Вăрнарта ашшĕн тăванĕ Людмила Максимовна Бурмистрова патĕнче кун-кунлать. Çав вăхăтра вара Вăрнарти 2-мĕш шкулăн тăххăрмĕш космонавтика класĕнче тăрăшса, малашнехи пурнăç пирки ĕмĕтленсе ăс пухать. Юратнă пред-мечĕсем те нумай хĕрачан.
- Чăваш чĕлхине çав тери кăмăллатăп. Атте-анне чĕлхине епле юратмалла мар-ха? Пĕлтĕр çак предметпа иртнĕ район ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухрăм, кăçал - виççĕмĕш! Кăтартăвĕ япăх мар вĕт-ха! Хамăн çитĕнÿпе кăмăллă. Хими урокĕсем те кăмăлăма çĕклеççĕ. Çавăнпа тухтăр пулма ĕмĕтленетĕп, - паллаштарчĕ хăй шухăшĕсемпе мал ĕмĕтлĕ хастар пике.
...Чăваш чĕлхи урокĕнче вĕрентекен:
- Паян сочинени çырăпăр. Тема ятне хăвăр суйлăр. Акă тулта мĕн тери хитре çанталăк. Хĕвел шевли камăн кăмăлне хавхалантармĕ? Кайăксем вĕçсе килни пирки те, хăвăр юратнă чĕрчунсем çинчен те сăнлама пултаратăр. Е тата тин çеç вăраннă хитре çунатлă лĕпĕш вĕлтĕртетсе вĕçсе иртни те чунсене çĕклентерет мар-и? Пахча карти çумĕпе ÿсекен шурă хурăнсем те кĕçех симĕс тум тăхăнĕç. Атя, ĕçе пуçăнар... Кам мĕнле тема çутатасси хăвăртан килет. Чи ăнăçлисене хаçата ярса парăпăр, - терĕ педагог ачасемпе ăшшăн калаçнă май.
Сочинени çырасси Лизăна хăйĕн ĕмĕрĕнчи чун асапĕсене аса илтерчĕ... Вăл хуллен пĕшкĕнсе сумкине парта айĕнчен кăларчĕ, дневникне илсе хăй умне хучĕ. Шалта - юратнă амăшĕн пĕртен-пĕр сăнÿкерчĕкĕ. Ăна вăл тахçанах дневник хушшинче упрать. Чунĕ ыратсан е тунсăха путсан, самант-рах çав хаклă сăнÿкерчĕке алла илет... Ах, куççульсĕр те пăхаймасть-çке вăл амăшĕ çине... Сăнÿкерчĕк тытнă алли те чĕтрет. Пăлханнипе тата куляннипе...
Халĕ те чунĕ ыратса пăчăртанчĕ. Йĕри-тавралла тинкерчĕ Лиза. Пурте пуçĕсене пĕксе хĕрÿ ĕçе тытăннă та. Пикен умĕнчи тетрачĕ çеç çав-çавах таса-ха. Ассăн сывларĕ вăл. Акă каллех унăн куçĕсем сăнÿкерчĕкри амăшĕн куçĕсемпе тĕл пулчĕç...
«Аннеççĕм, кала-ха, мĕнрен пуçлам-ши çырма? - пăшăлтатрĕ Лиза, амăшĕ хурав пама пултарнăн. - Тĕрĕс калатăн, аттепе анне çинчен çырмалла. Эсир манăн чĕререн нихăçан та тухас çук... Юратнă анне... Эсĕ пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа нумай çул иртрĕ. Каçар, санăн сăнарна тĕтреллĕ çеç астăватăп. Кайран çулсем шуса иртнĕ тата хам çитĕннĕ май, сана пытарнă кун ÿкернĕ сăнÿкерчĕксене час-часах алла илме пуçларăм... Халĕ те чуна ыраттарса пăхатăп... Аттеçĕм, астăватăн-и, виççĕн епле туслă пурăннине? Эсĕ, пичче тата эпĕ. Эх, мĕн тери иртĕхтереттĕн эсĕ мана! Мĕн ыйтнине йăлтах пурнăçлама тăрăшаттăн... Эсĕ, атте, çав тери пысăк ĕмĕтсемпе пурăнаттăн вĕт-ха. Шел, шăпу йăлтах урăхла çаврăнса тухрĕ. Эсĕ те, анне пекех, ĕмĕрлĕхех пире пăрахса кайрăн. Çав пÿрте туса пĕтерсе телейлĕ кунсемпе пурăнаймарăмăр. Хитре тĕпел кукринче пире, ывăлупа хĕрне, тутлă апатпа сăйласси пулаймарĕ. Пирĕнтен кайнăранпа кĕçех пĕр çул çитет... Иртнĕ вăхăтăн кашни кунĕ-пе санпах пурăнтăм, аттеçĕм... санпах. Ялан аса илнĕрен ахăртнех, тĕлĕкре те час-час манпа ăшшăн калаçатăн, ырă сĕнÿсем парасшăн ăнтăлатăн. Ку ырă самант нумайлăха тăсăлмасть çав. Куçа уçса яратăп та эсĕ çухалатăн... Пĕлетĕп, тем чухлĕ макăрсан та... эсир урăх нихăçан та пирĕн пата каялла таврăнаяс çук. Аттеççĕм, аннеçĕм... Питĕ тунсăхлатăп, сирĕн чун-чĕре ăшши çитмест мана. Кун çути парнеленĕшĕн - пысăк тав! Халĕ эпĕ пĕрре те начар пурăнмастăп. Мана Люда аппа хăй ачи пекех юратса пăхать: çитерет, тумлантарать, вĕрентет. Мана ăнланса хăй хÿттине илнишĕн ăна тав тăватăп. Ĕнтĕ вăл маншăн аттепе анне вырăнĕнче... Шкулта тăрăшса вĕренетĕп. Туятăп: эсир манăн çитĕнÿсемшĕн савăнатăр... Кашни утăма çÿлтен пăхса-сăнаса тăратăр ахăртнех. Юратса йывăрлăхсенчен те тухма пулăшатăр пек туйăнать.
...Манăн аттепе анне таврăнмалла. Эпĕ вĕсене тÿсейми кĕтетĕп. Ял вĕçне тухатăп, укăлча карти çине улăхса ларатăп. Аякка-аякка тинкеретĕп. Таçта инçетре симĕс вăрман курăнать. Халь-халь çав катаран сумкăсем йăтнă аттепе анне сукмак çине тухассăн туйăнать. Чĕрем сиксе тухасла тапать. Тĕлпулу чунтан хумхантарать. Сахал-и, нумай вăхăт иртрĕ-и, сиссе те юлаймарăм, пăхатăп: аттепе анне алăран-алла тытăнса килеççĕ. Эпĕ вĕсене хирĕç савăнса ыткăнатăп. Мана курсан вĕсем те калама çук хĕпĕртеççĕ. Иккĕшĕ те питрен-куçран чуптума тытăнаççĕ. Эпĕ те юратнă çыннăмсене хыттăн ыталатăп...
Эх, ку, паллах, йăпануллă шухăш-ĕмĕт юххи çеç... Лăпкă çывăрăр, аттеçĕм, аннеçĕм... Эпĕ сире юрататăп».
Çырса пĕтерсен, Лизăн куççулĕ тет-радь çине пăт та пат тумларĕ... Çапла чун ыратăвне хут çине çырсан çăмăлрах пулнине чухларĕ Лиза. Капла ашшĕ-пе тата амăшĕпе куçа-куçăн тĕлпулса калаçнăнах туйрĕ...
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Вăрнар районĕ,
Вăрнарти 2-мĕш шкул.
Комментари хушас